Тул ям
Курӑнакан калӑплав
Тул ям (пĕрле çыраас пулсан тульям, танлаштарма мурьм, мур ям тенине илсе кăтартма пулать) — канализаципе çыхăнтарман ансат туалет.
Кунта «ям» тени шăтăк чавса тунине пĕлтерет, «тул» — «туалет» сăмахăн синонимĕ.
Шăтăк чаваççĕ те ун тĕлĕнче ятарлă хÿшĕ пек хуралтă вырнаçтараççĕ. Шăтăкĕ тулсан, тул ямне урăх тĕлте çĕнĕрен тума тивет. Паллах, кун пек чухне мĕнпур тасамарлăха уçласа кăларса урăх тĕле кайса тăкма пулать. Анчах та ку пурпĕрех чи лайăх вариант мар.
Унитаз пек япала вырнаçтарни те проблемăна татса параймасть. Мĕншĕн тесен ăна вĕçĕмсĕр шывпа тасатма тивет. Ку вара тĕрлĕрен шăна-пăвана тата ытти усал-тĕселе ĕрчеме пулăшать. Типĕлĕх кирлĕ кунта.
Кунашкал хапавăн урăхла ят та пур — нушник.
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Types of toilet and their suitability : [акăлч.] : [арх. 13, апрель, 2019]. — Practical Action, 2008.
Туалет |
|
---|---|
Тĕссем |
Туалет кабини • Биотуалет • Химилле туалет • Гальюн • Пуса туалечĕ • Космосри туалет • Сысна туалечĕ • Тул ям • |
Хатĕрлĕхĕ | |
Япаласем | |
Процессем | |
Культура | |
Тĕнчере | |
Тĕрлĕрен |