Увăс Нур

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Увăс Нур
монг. Увс нуур
Координатсем: Неизвестный формат аргумента
Координатсем: Координатсем: Неизвестный формат аргумента
В функцию {{#coordinates:}} были переданы некорректные аргументы
ПатшалăхсемМонголи Монголи
Раççей Федерацийĕ Раççей Федерацийĕ
РПШР17010320011199000000010
Тинĕс шайĕнчи çӳллĕшĕ753 м
Калăпăш35,7 км
Калăпăш35,7 км³
Чи пысăк тарăнăш20 м
Вăтам тарăнăш10,1 м
Минераллĕн тĕсĕтăварлă
Тăварлăх18,5 - 19,7
Увăс Нур (Монголи)<div style="font-size:88%;line-height:1.2em;position:absolute;z-index:2;left:-264.04833836858%;top:Ошибка выражения: неожидаемый оператор <%">
Увăс Нур
/ позици картти халлĕхе çук.
Увăс Нур кӳлли

Увăс Нур, — (монг. Увс нуур)- Монголи тата Раççей территоринчи тăварлă кӳлĕ, «Аслă кӳлĕссен» айлăмĕнчи чи палли. 2003 çулта ăна ЮНЕСКОн пĕтĕм тĕнчери ĕткерĕн списокне кĕртнĕ.

Кӳлĕ лаптăкĕ — 3350 км2. Тинĕс шайĕнчен 743 метр çӳллĕшĕнче вырнаçнă. Кӳлĕ тăварлă. Тăварлăхĕ малтан ку вырăнта питĕ пысăк тинĕс сарăлса выртнă вăхăта пĕлтерет. Вăл тинĕс кунта темиçе пин çул каялла сарăлса выртнă, лаптăкĕ вара унăн темиçе хут пысăкрах пулнă.

Тес-Хем (Тэс), Нарийн-Гол, Хурмасын-Гол, Хархира-Гол, Боршо-Гол, Таргалы юханшывсем юхса кĕреççĕ.

Кӳлĕ Тĕп Азипе Çĕпĕр геоклимат чиккинче вырнаçнă. Сывлăш температури çулталăк хушшинче −Nbsp;°C (хĕлле) пуçласа Nbsp;°C (çулла) таран улшăнма пултарать.

Ку кӳлĕре чĕрчунсен тĕнчи те питĕ пысăк: 173 тĕслĕ вĕçен кайăк, 41 тĕслĕ тискер кайăк пурăнать. Вĕсен шутĕнче сайра тĕл пулаканнисем те пур: ирбис, аргали, çĕпĕр ту качаки.

Çыран хĕррисенче темиçе пин çул каяллах çынсем пурăннă. Хунсем, тĕрĕксем тата кăркăссем хăйсем хыççăн кунта темиçе улăп тăпри, рунăллă çырусем, петроглифсем хăварнă.