Удалов Маркиан Петрович

Удалов Маркиан Петрович, — чăваш драматургĕ, сăвăçи. 1909 çулта Чăваш Енĕн Куславкка районĕнчи Пăрмас ялĕнче çуралнă. 1989 çулта Шупашкарта вилнĕ.
Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Мускаври политехника институтĕнче пĕлӳ пухнă. СССР Литература фончĕн чăваш уйрăмĕнче директор пулса ĕçленĕ.
Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
«Чугуновсем», «Актриса», «Мичман Павлов» пьесисене Чăваш патшалах академи драма театрĕнче тата Вырăс драма театрĕнче лартнă. «Чечек» (тепĕр ячĕ «Ишут шурлăхĕ») сăвăллă романăн авторĕ.