Уй ҫерҫийӗ
Курӑнакан калӑплав
Уй ҫерҫийӗ (лат. Passer montanus) – килти çерçинчен кăштак пĕчĕкрех ҫерҫи.
Хирти, ял-хула хĕрринчи вăрмансемпе парксене, йывăç катисене килĕштерет. Çĕр чĕкеçĕсен йывисене те тиркемест.
Çăмартисем (5-8) шупка шурă е сăрăрах тĕслĕ, тĕксĕм пăнчăсемлĕ. Ытларах йывăç хăвăлĕсемпе вĕллесенче йăва çавăраççĕ.
Çу каçа икĕ-виçĕ хутчен чĕп кăларма ĕлкĕреççĕ.
Хĕл каçма вĕçсе каймаççĕ.
Чăвашра вĕсен йышĕ пысăк. Кĕр енне тырă пуссисене тапăнса пысăк сăтăр тăваççĕ.
Литература
- Носков Г.А. и др. Полевой воробей Passser montanus L. (характеристика вида на пространстве ареала). Л., 1981 DjVu 10,1 Mb
Асăрхавсем
Каçăсем
- Позвоночные животные России: Полевой воробей 2018 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
- Видеоклипы с участием полевого воробья(ĕçлемен каçă)
Ку орнитологипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |