Улатимĕр Турă Амăш турăшĕ
Улатимĕр (Чăваш-хула) Турă Амăш турăшĕ | |
Владимирская (Вишгородская) икона Божией Матери | |
![]() | |
уçăлнă вăхăт: | V ĕмĕр |
---|---|
Турăша çырнă мел: | йывăç хăма, темпера сăррисем, Елеуса (Юмартлăх) |
Управ вырăнĕ: | Тăлмачсемри Сăваплă Микулай чиркĕвĕ, Мускав |
Уяв кунĕсем | 21 çу (3 çĕртме), 23 çĕртме (6 утă), 26 çурла (8 авăн) |
Турăш сăнĕ Викиампарта | |
Улатимĕр Турă Амăш турăшĕ (малтан Чăваш-хула) — Турамăш турăшĕ, Вырăс Чиркĕвĕн чи хисеплĕ турăшĕсенчен пĕри; асамлă шутланать.
Ăшлăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Турăш çырнă мел енчен Улатимĕр турăшне Елеуса тĕсне (Юмартлăх) хушаççĕ. Пепке пит çăмартипе Амăшĕн питне çепĕççĕн сĕртĕннĕ. Турăш Амăшĕпе Ачин хушшинчи тачă чун-кăмăл çыхăнăвне туллин кăтартса парать. Марье Ывăлĕн çĕр çинчи асаплă çулне малтанах курса тăрать. Улатимĕр турăшĕ ытти Елеуса майлă турăшсенчен уйрăлса тăрать: Христос Пепки сулахай урине ура тупанĕ курăнмалла хуçлатнă.
Хыçалти енĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хыçалти енĕ çинче Этимаси (хатĕрлесе хунă астул) тата асапсен хатĕрĕсене ӳкернĕ, вĕсем XV ĕмĕр пуçламăшне (турăша иккĕмĕш хут юсанă тĕлне) тивеççĕ. Турăш чи малтанах иккĕ енлĕ пулнă тесе шутлаççĕ: ăна ковчегăн пĕрпек калăпăшĕсем тата иккĕ енчи çĕввисем те тĕрĕслетсе параççĕ.
Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чиркÿ халапĕ тăрăх, турăша евангели çыруçи Лука çырнă.Турăш V ĕмĕрте Феодосий ĕмпÿ вăхăтĕнче Иерусалимран Кустантин хулине лекнĕ.
Руçе Висантирен XII ĕмĕр пуçламăшĕнче (1131-мĕш çул патнелле) Кустантин патриархĕ Лука Хрисоверг Мстислав кнеçе парнеленĕ.
Малтанах Улатимĕр турăшĕ Кейӳ таврашĕнчи Чăваш-хулари хĕрарăмсен Богородичный мăнастăрĕнче упраннă.
Юрий Долгорукий ывăлĕ Андрей Боголюбский 1155-мĕш çулта турăша Улатимĕре илсе çитернĕ, унта вăл Успени чиркĕвĕнче упраннă.
1395-мĕш çулта Тамерлан Василий I çине тапăнсан Мускава тăшманран хăтарма турăша унта куçарнă.
1918 -1926-мĕш çулсенче çĕнетсе тӳрлетнĕ хыççăн, 1926 -мĕш çулта турăша Патшалăх истори музейне панă.
1930-мĕш çулта ăна Патшалăх Третьяков галереине куçарнă.
1999-мĕш çулхи авăн уйăхĕнчен турăш Третьяков галереине пăхăнуллă Тăлмачсемри Сăваплă Микулай чиркÿ-музейĕнче упраннă.
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Alpatoff M. und Lasareff V. Ein byzantinisches Tafelwerk aus der Komnenenepoche. — Jahrbuch der preussischen Kunstsammlungen, Bd. XLVI, Hf. II. Berlin, 1925, S. 140—155 [рус. текст: Византийская икона комниновской эпохи. / Лазарев В. Н. Византийское и древнерусское искусство. Статьи и материалы. — С. 9—29]
- Анисимов А. И. Владимирская икона Божией Матери. — Прага, 1928
- Lazarev V. Storia della pittura bizantina. — Torino, 1967, p. 204, 257
- Кочетков И. А. Древние копии иконы «Богоматерь Владимирская» // Древняя Русь. Вопросы медиевистики. — 2003, № 3 (13). — С. 44—62.
- Владимиров Иосиф. Послание некоего изуграфа Иосифа к цареву изуграфу и мудрейшему живописцу Симону Федоровичу // Древнерусское искусство: ХVІІ век. — Москва, 1964. — С. 33.
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Скан книги «Сказанie о чудотворной иконѣ Богоматери, именуемой Владимірскою» — М: Тип. Александра Семена, 1849 — 53 стр.
- Владимирская икона Божией Матери как заступница Руси от иноплеменных врагов. Архивленĕ 25 Юпа уйӑхӗн 2007 çулта.
- Сказание о чудесах Владимирской иконы Богородицы
- Владимирская икона Божией Матери Архивленĕ 27 Авӑн уйӑхӗн 2007 çулта. в меднолитой пластике
- Библиография на www.icon-art.info
- Подробная статья Архивленĕ 26 Юпа уйӑхӗн 2007 çулта.
Авалхи вырăс турăшĕсем |
||
---|---|---|
Грек (корсунь) | ||
Новгород | ||
Улатимĕр- суздаль | ||
1Пулса тухни тавлашуллă турăшсем |