Улицкая Людмила Евгеньевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Улицкая Людмила Евгеньевна

Улицкая Людмила Евгеньевна, — вырăс çыравçи. 1943 çулхи нарăсăн 21 Пушкăрт Республикинче Давлеканово хулара çуралнă. Упăшки — Андрей Красулин скульптор.

1991 çулта «Казус Кукоцкого» романĕшĕн Букер премине тивĕçлĕ пулнă.

1997 çултанпа Вырăс ПЕН-Центрĕн пайташĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕрремĕш ĕçĕсене 1980 çулсенче журналсенче пичетленĕ. Унăн кĕнекисене 17 чĕлхе çине куçарнă.

Людмила Улицкая Пушкăртостанра, эвакуацире, çуралнă. Вăрçă вĕçленсен Улицкисем Мускава таврăнаççĕ, унта Людмила шкулран вĕренсе тухать. Биолог-генетик ăстаçăлăхпа Мускав патшалăх университечĕнчен вĕренсе тухнă.

Людмила Евгеньевна икĕ çул СССР ĂА пĕрлĕ генетика институтĕнче ĕçлет, унтан ăна самиздата пичетлесе илнĕшĕн çитмĕлмĕш çулсенче ĕçрен кăларса яраççĕ. Çакăнтанпа Улицкая пĕртте патшалăх хĕсметĕнгче тăман: вăл Камера еврей мусăк театрĕн литература ертӳçи пулса ĕçлет, очерксем, ача-пăча пьесисем çырать, ача-пăча тата пукане театрĕ валли радио инсценировкă хатĕрлет, пьесăсене рецензилет тата монгол чĕлхинчен сăвăсене куçарать. Хăйĕн калавĕсене журналсенче пичетлеме Улицкая сакăрвуннăмĕш çулсен вĕçĕнче тытăнать. «Сестрички Либерти» (1990, режиссерĕ — Владимир Грамматиков) тата «Женщина для всех» (1991, режиссерĕ — Анатолий Матешко) фильмсем валли сценари çырнă, «Новый мир» журналра «Сонечка» повеçĕ (1992) пичетленнĕ хыççăн паллăлăха тухать. 1994 çулта çак ĕç Францире çулти чи паха куçару кĕнеки пулса тăрать, авторĕ хисеплĕ франци Медичи парнине тивĕç пулать. Францирех Людмила Улицкин пĕрремĕш кĕнеки («Бедные родственники» пуххи, 1993) франци чĕлхипе пичетрен тухать.

Паллă ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «Казус Кукоцкого» (роман) (2001)
  • «Искренне ваш Шурик» (роман) (2003)
  • «Весёлые похороны» (повеç) (1997)
  • «Сонечка» (повеç) (1995)
  • «Бедные родственники» (калавсен пуххи)
  • «Девочки» (калавсен пуххи)
  • «Медея и её дети» (çемье хроники, 1996)
  • «История про кота Игнасия, трубочиста Федю и одинокую Мышь» (юмах) (2004)
  • «История о старике Кулебякине, плаксивой кобыле Миле и жеребёнке Равкине» (юмах, 2004)
  • Сборник пьес «Русское варенье и другое» (2008)
  • Роман «Даниэль Штайн, переводчик» (2006)
  • Сборник рассказов «Люди нашего царя» (2005)

Улицкая сценарипе ӳнерленĕ фильмсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чысĕсем, парнисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]