Яхина Гузель Шамилевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Яхина хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Гузель Шамилевна Яхина

Гузель Яхина, 2010 ç.
Çуралнă вăхăт: 1977, çĕртме, 1,
Çуралнă вырăн: Хусан, Тутар АССР, РСФСР
Ĕçлев тĕсĕ: çыравçă
Ĕçсен чĕлхи: вырăс
Дебют: «Мотылёк» (калав) «Нева» № 2, 2014
Парнесем: Шаблон:РФ Правительствин премийĕ«Ясная Поляна», 2015 «Пысăк кĕнеке», 2015

Гузе́ль Шами́левна Я́хина (тут. Гүзәл Шамил кызы Яхина; 01.06.1977, Хусан) — раççей тутар çыравçи, «Зулейха открывает глаза» роман авторĕ. «Большая книга» тата «Ясная Поляна» премисен лауреачĕ[1].

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Гузель Яхина Хусанта 1977 çулхи çĕртмен 1-мĕшĕнче тухтăрпа инженер çемьинче çуралнă[2][3]. Виçĕ çул тултариччен Гузель тутарла кăна калаçнă, вырăсла калаçма ача пахчинче çеç тытăннă[4]. Физика-математика лицейĕнче (№ 131) тата ӳнер шкулĕнче пĕлӳ пухнă. Хусанти патшалăх педагогика институчĕн ютçĕр чĕлхисен факультетĕнче вĕреннĕэ

Шкула çӳренĕ чухнех кинематографа кăмăлланă, сценарисене вуланă[5].

1999 çултнпа Мускавра пурăнать[6], PR, реклама, маркетинг ĕçĕсемпе хăтланнă. Мускаври кино шкулĕнче сценари факультетĕнче пĕлӳ илнĕ (2015)[6][7]. «Нева», «Октябрь» журналсенче пичетленнĕ. «Сибирские огни» журнал унăн «Зулейха открывает глаза» дебют романне кăларать. Чылай хушă кĕнеке пичетлес тесе кăларакана шыранă, юлашкинчен литература агентствине тупать те кĕнеке тĕнче çутине курать[8]. 2015 çулта çыравçă «Пысăк кĕнеке» наци литература премине, çаплах романа «Ясная поляна» тата «Çулталăк кĕнеки» премисене тивĕснĕ.

2018 çулхи ака уйăхĕ тĕлне «Зулейха открывает глаза» романа 20 чĕлхе çине куçарса пичетленĕ, çыравçăн ытти прозине 30 ытла чĕлхене куçарнă[5][9][10].

2018 çулта Гузель Яхина «Тотальный диктант» («Утро», «День» тата «Вечер») авторĕ пулнă.[11].

2019 çулхи çĕртмен 5-мĕшĕнче Гузель Яхина — «Пысăк кĕнеке» премин лауреачĕ[12][13].


Библиографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «Зулейха открывает глаза», роман, 2015, Мускав.
  • «Дети мои», роман, 2018, Мускав.

Журналсем

Вырăсла кăларнисем

  • Зулейха открывает глаза: роман. — [Худож.: Андрей Рыбаков. Предисл. Людмилы Улицкой]. — Мускав: АСТ, редакция Елены Шубиной, 2015. — 508 с. ISBN 978-5-17-090436-5
  • Зулейха открывает глаза: роман. — [предисл. Людмилы Улицкой]. — Мускав: АСТ, ред. Елены Шубиной, печ. 2016. — 508 с. — 10 000 экз. ISBN 978-5-17-090436-5 :
  • Дети мои: роман. — Мускав: АСТ, Ред. Елены Шубиной, сор. 2018. — 496 с. — 60 000 экз. (Проза Гузель Яхиной) ISBN 978-5-17-107766-2
  • Зулейха открывает глаза: роман. — [Худож. А. Рыбаков. Предисл. Л. Улицкой]. — Мускав: АСТ, Ред. Елены Шубиной, 2019. — 508 с. — 50 000 экз. (Проза Гузель Яхиной) ISBN 978-5-17-090436-5

Литература премисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 2015 — «Çулталăк кĕнеки» преми лауреачĕ («Зулейха открывает глаза»)
  • 2015 — «Ясная Поляна» преми лауреачĕ, «XXI ĕмĕр» номинаци («Зулейха открывает глаза» романшăн)
  • 2015 — «Пысăк кĕнеке» «Зулейха открывает глаза» романшăн[14][15]
  • 2016 — «Сирано» преми лауреачĕ, «Чи лайăх çыравçă» номинацийĕ
  • 2017 — Les prix du magazine Transfuge de la rentrée littéraire, Франция, 2017[16]
  • 2017 — «Вулавçă премийĕн» лауреачĕ («Зулейха открывает глаза» романшăн)
  • 2018 — «Сноб» проекчĕн «Сделано в России — 2018» преми лауреачĕ («Дети мои» романшăн)
  • 2019 — «Пысăк кĕнекен» 3-мĕш премийĕ («Дети мои» романшăн)[17]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Гузель Яхина
  2. ^ Портал Readly.ru
  3. ^ Страница автора в Фейсбуке
  4. ^ Гузель Яхина, биография, новости, фото
  5. ^ 1 тата 2 gorky.media. «Хорошая книга — это терапия» (выр.), «Горький» (2018-04-13). Тĕрĕсленĕ 16 Ака уйӑхӗн 2018.
  6. ^ 1 тата 2 Интервью «Бизнес-газете»
  7. ^ Сильный дебютный роман о раскулаченной татарке
  8. ^ Дело рук самих начинающих
  9. ^ Издательская группа «Аст»: Яхина Гузель Шамилевна 2020 ҫулхи Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
  10. ^ «Российская газета»: Нашумевшую «Зулейху» перевели на татарский язык
  11. ^ Лебедева, Наталья Гузель Яхина стала автором "Тотального диктанта - 2018" (выр.) (2017-11-29). Тĕрĕсленĕ 29 Чӳк уйӑхӗн 2017.
  12. ^ «Коммерсантъ»: Объявлен шорт-лист премии «Большая книга»
  13. ^ Яхина стала номинанткой на премию «Большая книга»..
  14. ^ Первую премию «Большой книги», в 3 млн рублей получила Гузель Яхина за роман «Зулейха открывает глаза»
  15. ^ Стал известен лауреат премии "Большая книга" (выр.). Интерфакс. Тĕрĕсленĕ 10 Раштав уйӑхӗн 2015.
  16. ^ Les prix littéraires 2017 – La récap – Ballade au fil de … (фр.). www.cathjack.ch. Тĕрĕсленĕ 13 Авӑн уйӑхӗн 2017.
  17. ^ Национальная литературная премия «Большая книга»: Итоги. www.bigbook.ru. Тĕрĕсленĕ 21 Пуш уйӑхӗн 2020.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]