Умберто Эко

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Умберто Эко

Умберто Эко, 2005 çул
Çуралнă чухнехи ят: Umberto Eco
Çуралнă вăхăт: 1932, кăрлач, 5
Çуралнă вырăн: Алессандри (хула), Итали
Вилнĕ вăхăт: 2016, нарăс, 19
Вилнĕ вырăн: Милан, Итали
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: итал ăсчах-шухăшлавçи, вăтам ĕмĕрсен кун-çул тишкерӳçи, семиотика ăсти, çыравлăх тишкерÿçипе çыравçи
Пултарулăх çулĕсем: 1950-мĕш çулсем—1915
Тĕлĕ: Реализм
Ĕçсен чĕлхи: итал
Алпусни: Алпусни
Пултару ĕçĕсем Викивулавăшра.
Умберто Эко, 2005

Умбе́рто Э́ко (итал. Umberto Eco; 5 кăрлач 1932, Алессандри, Итали - 19 нарăс 2016, Милан, Итали) — итал ăсчах-шухăшлавçи, вăтам ĕмĕрсен кун-çул тишкерӳçи, семиотика ăсти, çыравлăх тишкерÿçипе çыравçи.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Умберто Эко Туринпа юнашар Алессандринче (Пьемонтри пĕчĕк хула) çуралнă. Ашшĕ, Джулио Эко, бухгалтер пулса ĕçленĕ, каярах виççĕ вăрçăна хутшăннă. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнче Умбертопа амăшĕ, Джованна, Пьемонт тăвĕсен таврашĕнчи пĕчĕк яла пурăнма куçнă.

Ашшĕ, нумай ачаллă кил-йышран тухнăскер, ывăлне юрист ĕçне вĕрентесшĕн пулнă, анчах Умберто Турин университне вăтам ĕмĕр философипе çыравлăх уйрăмне вĕренме кĕрсе 1954-мĕш çулта ăнăçлăн вĕçленĕ. Вĕреннĕ вăхăтра Умберто атеист пулса тăрса Католици Чиркĕвне пăрахса тухнă.

Умберто Эко телекурăмра, чи пысăк «Эспрессо» хаçат (итал. L’Espresso) тишкерӳçи пулса ĕçленĕ, эстетикапа этеплĕх теорине Милан тата Флоренципе Турин университечĕсенче вĕрентнĕ. Болонья университечĕн профессорĕ. Нумай йышлă ют çĕршыв университечĕсен Хисеплĕ тухтăрĕ. Франци офицерĕсен Хисеплĕ легион Орденĕн пайташĕ (2003).

1962-мĕш çулхи авăн уйăхĕнче нимĕç ÿнер вĕрентекенĕ Рената Рамгепе мăшăрланнă. Унăн ывăлпа хĕр пур.

Хайлавĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Романсем

  • «Имя розы» (Il nome della rosa, 1980)
  • «Маятник Фуко» (Il pendolo di Foucault, 1988)
  • «Баудолино» (Baudolino, 2000)
  • «Таинственное пламя царицы Лоаны» (La misteriosa fiamma della regina Loana, 2004)
  • «Пражское кладбище» (Il cimitero di Praga, 2010)

Тишкерÿ ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вырăсла çак ĕçсем пичетленсе тухнă:

  • «Эволюция средневековой эстетики» (Sviluppo dell’estetica medievale, 1959)
  • «Открытое произведение» (Opera Aperta, 1962)
  • «Поэтики Джойса» (Le poetiche di Joyce, 1965)
  • «Отсутствующая структура. Введение в семиологию» (La struttura assente, 1968)
  • «Как написать дипломную работу» (Come si fa una tesi di laurea, 1977)
  • «Роль читателя. Исследования по семиотике текста» (Lector in fabula. La cooperazione interpretativa nei testi narrativi, 1979)
  • «Искусство и красота в средневековой эстетике» (Arte e bellezza nell’estetica medievale, 1987)
  • «Поиски совершенного языка в европейской культуре» (La ricerca della lingua perfetta nella cultura europea, 1993)
  • «Шесть прогулок в литературных лесах» (Six Walks in the Fictional Woods, 1994)
  • «Пять эссе на темы этики» (Cinque scritti morali, 1997)

Ытти ĕçсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шухăшлавçă хăйĕн килĕнче, 2010

Умберто Эко — Джеймс Бондпа çыхăннă пур япалан паллă эксперчĕ. Ку темапа çак ĕçсем тухнă: итал. Il Caso Bond (англ. The Bond Affair), (1966) — Умберто Эко тÿрлетнĕ эссе пухăмĕ; англ. The Narrative Structure in Fleming, (1982).

  • Вăл юмахсем те çырнă:
  • итал. La bomba e il generale, 1966 (англ. The Bomb and the General).
  • итал. I tre cosmonauti, 1966 (англ. The Three Astronauts).
  • итал. Gli gnomi di Gnu, 1992.
  • Вĕсене вырăсла «Три сказки» ятпа пĕр кĕнекере пухса пичетленĕ.

Пĕлме кăсăклă[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Умберто Эко час часах Википедипе усă курать: «Çырнă çухне эпĕ кунне 30-40 хут ыйтса пĕлме Википедине кĕрсе тухатăп, мĕншĕн тесен ку чăнах та усăллă».

Хайлавĕсене экран çине кăларни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]