Феодалисăм

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Феодалисăм (феодаллă йĕрке) — хуçалăхлă тата обществăллă модель, çынсен тĕп класĕсем — феодалсем (çĕр хуçисем) тата экономика енчен пăхăнса тăракан çĕр ĕçтĕшĕсем; феодалсем пĕр-пĕринпе ятарланă тĕсĕллĕ шантарулăхпа — феодаллă пусмапа çыхăнса тăнă.

«Феодал тытăмĕ» терминпа акăлчан юрисчĕсем XVII ĕмĕрте усăва кĕртнĕ, вăл харпăрлăх тĕсне кăтартнă; обществăллă-политика терминĕ шайĕнче ăна Монтескьё тĕпченĕ. Этемлĕхĕн социаллă-экономикăллă историнче феодал тытăмлăхĕ Европăра вăтам ĕмĕрсенче аталаннă. XIX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Франци историографинче, чи малтанах Гизо тĕпчев ĕçĕсенче сисĕнет. Официаллă совет маркс вĕрентĕвĕпе феодал тытăмĕ пилĕк общество-историкăллă хормацисенчен пĕри шутланать, çапах та вăл чуралăхран ӳсĕмлерех пулать. XX ĕмĕрте тĕрлĕ истори шкулĕсем феодал тапхăрне пирки кашни хăйĕн концепцийĕпе уçса кăтартнă; теприсем çак палăртăва пачах шута хуман. Халĕ ăслăлăхра йăлаллă е (çĕр ĕçĕллĕ) аграрлă общество терминпа усă кураççĕ.

Феодал тытăмĕнчи ертсе пыракан хуçалăх тĕсĕ — харпăрăллă хуçалăх, уклад — традиционный. Феодаллă хутшăнусенче харпăр çĕр хуçисем (феодалсем) феодаллă пусма картлашкиллĕ çыханса тăраççĕ: аялтийĕ (вассал) çӳлти (сеньор) патĕнче хĕсмете тӳснĕшĕн унран çĕр кассипе (лен, феод е фьеф) çĕр çумне çирĕплетнĕ ĕçтешсене туянать. Феодал пусмин тăррине монарх йышăнать, анчах та унăн тăрăмĕ яланхиллех пысăк сеньорсенчен начартарах, сеньорĕсем те, хăйсен черетĕпе, аялтарах тăракан пур харпăр çĕр хуçисене алара тытса тăраймаççĕ (Европа континентĕнчи чылай патшалăхсем «ман вассалăн вассалĕ — ман вассал мар» принцип йĕркипе пурăннă). Çĕр ĕçченĕсем феодалăн харпăр çĕр çинче ĕçлеççĕ, усă курнăшăн барщина е оброк тӳлеççĕ.

Хăш пахалăхĕсене сăнасан, Анăç Европăра феодал тытăмĕ V ĕмĕртех (Рим империйĕн кайри тапхăрĕ) никĕс яма пуçланă. Анăç Европăри феодал тытăмĕн уйрăмлăхĕсем — политика чăмăртанăвĕ енчен питĕ сапаланчăклă, свет тата чун-чĕмлех тытăмĕсем кашни хăй май пулни, европа хулисем ал ăсталахĕпе сутă-илӳ тĕпĕ пулни, обществăри горизонталлă тытамĕсем хăвăрт аталанса пыни, уçăмлă харпăр прави. Каярах, вăтам ĕмĕрсенче вăл Европăра пур çĕрте те вăйа кĕрет те буржуази революцийĕсем хыпса тухичченех тытăнса тăрать. Феодал тытăмлăхне капитал тытăмлăхĕ улăштарать.

Авалхи тĕнчере феодал тытăм йĕркипе Перси империйĕнче пурăннă, вăйлă хĕçпăшалланнă юлан ут феодал ленĕ пекех çĕр касси тытса тăнă.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]