Хăлхаллă тăмана


Хăлхаллă тăмана (чуппа тăмана) (лат. Asio otus) - куракран пĕчĕкрех кайăк. Çăмартисем (4-6) шурă. Лăсăллă вăрмансенче пурăнать. Çăмарта тума курак йăвисене йышăнать. Апатланма вăрман хĕррисене, улăхсемпе çарансене вĕçсе каять. Ăна уйра ларакан йывăç, юпа çинче асăрхама пулать. Шăши йышши чĕрчунсемпе кăна аптланса пурнать. Хĕллехи вăхăтра та вĕсем урăх апат çисех каймаççĕ.
Хĕл каçма ниçта та вĕçмеççĕ. Йышĕ пысăках мар пулин те, ăна , вăл çынран хăраман пирки, час-часах курма пулать.
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- База данных «Позвоночные животные России»: ушастая сова Архивленĕ 25 Чӳк уйӑхӗн 2020 çулта.
- Пукинский Ю.Б. «Жизнь сов» Издательство ЛГУ, 1977 г., глава «Ушастые совы»
- Хищные птицы Марганца
- Фото птенцов Ушастой совы Архивленĕ 10 Ҫӗртме уйӑхӗн 2017 çулта.