Контент патне куҫ

Хĕрарăмсен раштав монастырĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Хĕрарăмсен раштав монастырĕ, — Мускавра вырнаçнă чи авалхи монастырь. Ăна 1386 çулта [Куликово çапăçăвĕ]нче паттăрлăхне кăтартнă Хастар Владимир Андреевич кнеçĕн амăшĕ никĕсленĕ пулнă. Монастыре вăл хула хĕрринче Неглинка юханшывĕ патĕнче никĕсленĕ.

XX ĕмĕр пуçламăшĕнче кунта игумени, 23 аппа, 13 указлă тата 210 указсăр послушница пулнă. Монастырь шучĕнче тăлăха юлнă хĕрачасен приючĕ тата чиркӳ шкулĕ пулнă.

1922 çулта монастыре хупнă. 1989 çултанпа кунта службăсем иртерме пуçланă, 1993 çулхи утă уйăхĕнче монастырь çĕнĕрен ĕçлеме пуçланă.