Контент патне куҫ

Хĕрлĕ Куç

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Хĕрлĕ куç (выр. Красноглазка) — Чулхула облаçĕнчи юханшыв, Çармăс (выр. Черемиска) шывĕн сулахай юппи.

Юханшыв çăлкуçĕ Тулашкă (выр. Тулажка) ял çывăхĕнче вырнаçнă. Ытларах пайĕпе кăнтăралла юхать. Рымовски ятлă пушă ялтан пĕр çухрăм тухăçалла Çармăс шывĕпе пĕрлешет.

Хĕрлĕ Куç юпписен шучĕ вуннă патнелле, пысăккисем çук.

Юханшыв хĕрринче çак ялсем вырнаçнă: Тулашкă (выр. Тулажка), Кригорьевски (пушă ял), Косолапово.