Хĕрлĕ Чутай районĕн гербĕ
Хĕрлĕ Чутай районĕн гербĕ | |
Детальсем | |
---|---|
чӳк, 20, 2008 | |
ĕ | |
Герб авторĕ | В.А. Шипунов |
Хĕрлĕ Чутай районĕн гербĕ — Чăваш Енĕн Хĕрлĕ Чутай районĕн символĕсенчен пĕри. Герба 2008 çулхи чӳкĕн 20-мĕшĕнче Херлĕ Чутай районĕн депутатсен пухăвĕнче йышăннă. Герб авторĕ — В. Шипунов.
Герба ăнлантарни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Йăм хĕрлĕ уйĕнче лазурь тĕспе вĕçленчĕк çинче ылтăнпа сăрланă икĕ ура çине тăнă çунатлă ута кĕмĕл чăваш паттăрĕ ылтăн йĕвенпе тытса тăрать. Ытти пайĕнче - Чăваш Республикин саккунĕсемпе çирĕплетнĕ символики[1].
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пĕтĕмĕшле хулкан евĕр курăнать. Герба хĕрлĕ, сарă, сенкер тата симĕс тĕссемпе ӳкернĕ.
1998 çулхи юпан 18-мĕшĕнче Район депутачĕсен Пухăвĕнче йышăннă. Авторĕ - Чăваш Республикин тава тмвĕçлĕ ӳқерӳçи, ентеш Анатолий Данилов.
Гербăн варринчи хĕрлĕ тĕсĕ республикăри администрациллĕ пайланнине, çавăн пекех район ятне сăнласа кăтартать. Ку хĕрлĕ тĕс çинче юман çулçине сăнласа кăтартнă. Юман çулçи район çĕрне вăрман чылай хупланине, унта юман нумай ӳснине палăртать. Юман çулçине сарă тĕспе йĕрлесе тухнă, юман çулçи ăшĕнче сарă тĕслĕ пучах. Пучахĕ вара çăкăра санласа катăртать. Герб тĕпĕнчи кăвак тĕслĕ пайĕ Сăр юханшывне кăтартать. Ун синче 1927 çырнă — çак çулта района туса хунă. Гербăн çӳлти пайĕнче «Хĕрлĕ Чутай» çырса хунă. Çырнин айĕнчен хĕрлĕ тĕспе туртса тухнă. Икĕ йĕр варринче «Пурнăç йывăççине» сăнлакан паллăпа пĕрлешеççĕ.
Хĕрлĕ фон çинче хĕвеле сăнлакан икĕ ӳкерчĕк ӳкерсе хунă. Ку пĕтĕм композицине йĕри-тавра симĕс тĕспе чĕрсе тухнă.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Герб Красночетайского района
- Геральдический художник Вадим Шипунов. Герб и флаг Красночетайского района.
- Сайт Красноармейского района. История символов нашего района корнями уходит в глубокую древность
Чăваш Республикин муниципаллă йĕркеленĕвĕсен гербĕсем |
||
---|---|---|
Хула тăрăхĕсем | Шупашкар • Улатăр • Канаш • Çĕнĕ Шупашкар • Çĕмĕрле | |
Муниципаллă районсем | ||
Хула хутлăхĕсем |