Контент патне куҫ

Хазин Михаил Леонидович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Хазин хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Михаил Хазин
Хазин Михаил Леонидович
Чӑн ят выр. Михаил Леонидович Хазин
Çуралнă вăхăт 1962, çу, 5
Çуралнă вырăн Мускав, РСФСР, ССРП
Гражданлăх ССРП РФ
Пăхăнулăх
Альма-матер
Ĕçе илекен
Ашшĕ Леонид Григорьевич Хазин
Сайт Khazin.ru
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Михаи́л Леони́дович Ха́зин (5.5.1962, Мускав, РСФСР, ССРП) — раççей пĕрлĕх ĕçченĕ, экономисчĕ, публицисчĕ, блогерĕ, теле- тата радиертӳçĕ. РФ президенчĕн администрацийĕнче ĕçленĕ чиновник. «Избор клубĕн» пĕрмайхи пайташĕ. 2018 çулăн çу уйăхĕнче Тĕнчери Менеджмент Академине суйланă. РБК каналĕнче «Диалог» телеярăмне ертсе пыраканĕсенчен пĕри, «Хыпарсен вырăс хĕсмечĕ» радиостанцинче «Экономика вырăсла» ертӳçи пулнă. «Говорит Москва» радиора «Экономика» уйрăмне ертсе пынă. «Профиль», «Эксперт», «Однако» журналсенче чылай статьяна публикациленĕ. «Эхо Москвы» радиора, «Однако» телеярăмра тата тĕрлĕ интернет-каналĕсенче эксперт пулса калаçнă.

2003 çулта, А. Кобяковпа пĕрле «Закат империи доллара тата закат Pax Americana» кĕнекене çырса кăларнă. 2016 çулта, С.Щегловпа пĕрле влаç тытăмлăхĕ пирки «Лестница в небо» кĕнекене хайланă.

Михаил Хазин Мускавра 1962 çулхи çăвăн 5-мĕшĕнче РĂА М. В. Келдыш ячĕллĕ Хушма математика институчĕ ăслăхăн ертӳ ĕçтешĕн, Леонид Григорьевич Хазинăн килйышĕнче çуралнă. Ашшĕ тĕреклĕх теорийĕн проблемисемпе ĕçленĕ. Амăшĕ электронлă машинатăвакан институтĕнче аслă математикăна вĕрентнĕ.