Контент патне куҫ

Хам

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Хам (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Сим, Хам тата Иафет Джеймс Тиссо çырнă.

Хам (ивр. חָם‎, грек Χαμ, Cham, арап. حام, xam, «вĕри») — библири персонаж, Пĕтĕм тĕнчене шыв илнĕ хыççăн çăлăнса юлнăскер, Нойăн виç ывăлĕнчен пĕрри, Иафетпе Симĕн тăванĕ ([[|Быт.]][[:s:ru:Шаблон:Пайпăл/S-Abbr#5:32; 6:10|5:32; 6:10]]), африка халăхĕсен халаплă çуратаканĕ, выр. хамство (чăвашла путсĕрлĕх) сăмах унран пуçланса кайнă, вăл культура чаракĕсене вырăна хуманнине пĕлтерет.

Пĕтĕм тĕнче шыва путас умĕн 100 çул маларах çуралнă, ковчегре арăмĕпе, ашшĕпе, шăллĕсемпе пĕрле ([[|Быт.]][[:s:ru:Шаблон:Пайпăл/S-Abbr#7:13|7:13]]) чĕрĕ юлнă. Ытти çăлăннисемпе пĕрле, Хам Арарат тăвĕ çинче çĕр çине ура пуснă ([[|Быт.]][[:s:ru:Шаблон:Пайпăл/S-Abbr#8:4|8:4]]) та Сеннаар çĕрĕнче пурăннă. Пĕр версипе, ашшĕпе харкашнă хыççăн, пулас, Хам Икĕпатра пурăнма тытăнать — Псалмсенче ăна Хам çĕрĕ теççĕ (Пс.[[:s:ru:Шаблон:Пайпăл/S-Abbr#104:23; 105:22|104:23; 105:22]]).

Ной Хама ылханать. Гюстав Доре гравюри.

Библире çырнипе,ашшĕ ӳсĕрĕлса кайнă хыççăн Хам хăйне намăсла тытнă. Вăл ашшĕ çарамас выртнине курнă та шăллĕсене каласа панă ([[|Быт.]][[:s:ru:Шаблон:Пайпăл/S-Abbr#9:22|9:22]]).

Библире çырнипе, Хамăн Хуш, Мицраим, Фут тата Ханаан ывăлĕсем пулнă([[|Быт.]][[:s:ru:Шаблон:Пайпăл/S-Abbr#10:6|10:6]]). Иосиф Флавий шухăшĕпе, Хуш ячĕ хыçĕнче эфиопсем, Мицраим — икĕпатсем , Фут ячĕ хыçĕнче — ливисем (маврсем), Ханаан ячĕ хыçĕнче — ханаансем тăраççĕ.

Хамăн тата унăн несĕлĕсен ăрăвĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
И. Ксенофонтов. Ной Хама ылханать.
Ной несĕлĕсем пурăннă карттă, Иосиф Флавий çырнипе, 100 çул тĕлнелле; Хам ывăлĕсене синкер сăрпа кăтартнă

Кивĕ Халалпа килĕшӳллĕ, Хамăн Шыв илни хыççăн тăваттă ывăл пулнă ([[|Быт.]][[:s:ru:Шаблон:Пайпăл/S-Abbr#10:6|10:6—20]]).

Хуш несĕлĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тĕп статья: Хуш

Библире çырнипе, Хуш Хамăн пĕрремĕш ывăлĕ пулнă, унăн улттă ывăл пулнă: Сева, Хавила, Савта, Раама, Савтеха тата Нимрод.

Мицраим несĕлĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тĕп статья: Мицраим

Мицраимăн çичӗ ывăлĕ: Лудим, Анамим, Легавим, Нафтухим, Патрусим, Каслухим тата Кафторим.

Фут несĕлĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тĕп статья: Фут, Хам ывăлĕ

Библире Фут ывалĕсен ячĕсене асăнман.

Ханаан несĕлĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Библире çырнмпе, Ханаанăн вунпĕр ывăл пулнă: Сидон, Хет, Иевусей, Аморрей, Гергесей, Евей, Аркей, Синей, Арвадей, Цемарей тата Химафей.

Хам сăнарĕ кинематографра

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]