Характер

Характер, ен, палăрăмлăх, палăрăм, кăмăл (гр. charakter уйрăмлăх, паллă)), — пĕр-пĕр çыннăн, халăхăн, е урăх япалан ытти çавăн пек япаласенчен ăрасна палăрса тăракан ăшри пахалăхĕсем; çынăн кăмăлĕ; нимĕнле чарусене те пăхмасăр хăй ирĕкне кăтартма пултарни; ирĕкĕн, кăмăлăн вăйĕ.
Нимĕç психологĕ Э.Кречмер сĕннĕ тăрăх çын характерĕ кĕлеткинчен килет. Кĕлеткерен уйрăлса тăракан çак характерсене вăл палăртнă:
астенсем (гр. ἀσθενές — вăйсăр) — имшерке тăсăк питлĕ çынсем, аллисемпе урисем вăрăм, кăкри лапчăк, мускулĕсем çукипе пĕрех. атлетсем (гр. ἀθλητικός — кĕрешекенесене евĕр) — вăрăм, сарлака хулпуççиллĕ çынсем, кăкрисем тĕреклĕ, скелечĕ хытă, мускулĕсем вăйлă. пикнсем (πυκνός — лаштака, мăнтăр) — вăтам вăрăмăшлĕ çынсем, мăнтăр, мăйĕсем кĕске, пуçĕсем сарлака та пысăк. Характер енĕсене кăтартассипе характерсем вăтам, палăртуллă, виçерен тухнă шайсем çине пайланаççĕ.
Характер, —
- Характер — çын кăмăлĕ.
- Характер — нумай тулли хисепсен мультипликативлă комплекс пĕлтерĕшлĕ функциĕ.
- Характер — ушкăнăн мультипликативлă комплекс пĕлтерĕшлĕ функциĕ.
]