Контент патне куҫ

Уй ҫерҫийӗ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Хирти çерçи ҫинчен куҫарнӑ)
Хир ҫерҫи
Хир ҫерҫин ҫӑмартисем

Уй ҫерҫийӗ (лат. Passer montanus) – килти çерçинчен кăштак пĕчĕкрех ҫерҫи.

Хирти, ял-хула хĕрринчи вăрмансемпе парксене, йывăç катисене килĕштерет. Çĕр чĕкеçĕсен йывисене те тиркемест.

Çăмартисем (5-8) шупка шурă е сăрăрах тĕслĕ, тĕксĕм пăнчăсемлĕ. Ытларах йывăç хăвăлĕсемпе вĕллесенче йăва çавăраççĕ.

Çу каçа икĕ-виçĕ хутчен чĕп кăларма ĕлкĕреççĕ.

Хĕл каçма вĕçсе каймаççĕ.

Чăвашра вĕсен йышĕ пысăк. Кĕр енне тырă пуссисене тапăнса пысăк сăтăр тăваççĕ.

Литература

  • Носков Г.А. и др. Полевой воробей Passser montanus L. (характеристика вида на пространстве ареала). Л., 1981 DjVu 10,1 Mb

Асăрхавсем

Каçăсем