Хир çерçи
Перейти к навигации
Перейти к поиску
Хир çерçи (лат. Passer montanus) – килти çерçинчен кăштак пĕчĕкрех ҫерҫи.
Хирти, ял-хула хĕрринчи вăрмансемпе парксене, йывăç катисене килĕштерет. Çĕр чĕкеçĕсен йывисене те тиркемест.
Çăмартисем (5-8) шупка шурă е сăрăрах тĕслĕ, тĕксĕм пăнчăсемлĕ. Ытларах йывăç хăвăлĕсемпе вĕллесенче йăва çавăраççĕ.
Çу каçа икĕ-виçĕ хутчен чĕп кăларма ĕлкĕреççĕ.
Хĕл каçма вĕçсе каймаççĕ.
Чăвашра вĕсен йышĕ пысăк. Кĕр енне тырă пуссисене тапăнса пысăк сăтăр тăваççĕ.
Литература
- Носков Г.А. и др. Полевой воробей Passser montanus L. (характеристика вида на пространстве ареала). Л., 1981 DjVu 10,1 Mb