Контент патне куҫ

Пӳскеллĕ хоккей

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Хоккей мечěкпе ҫинчен куҫарнӑ)
Казахстан-Монголи

Пӳскеллĕ хоккей[1] (бенди, е вырăс хоккейĕ), — хоккей тĕсĕ.

Пăр çинче пĕчĕк хытă пӳскепе (мечĕкпе) выляççĕ. Швецинче, Финляндинче, Раççейре тата Норвегире выляма юратаççĕ. Вăйăсене уçă сывлăшра иртеççĕ.

Пĕрремĕш вăйă 1898 çулхи пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче Санкт-Петербург хулинче иртнĕ. 1950 çулта Тĕнчери Федерацине (IBF, 2001 çултанпа — FIB) никĕсленĕ. 1952 çулта кăтарту дисциплини пек хĕллехи Олимп вăййине кĕнĕ.

ПТОК ку вăййа официаллă çирĕплетнĕ пулсан та вăл халĕ те хĕллехи Олимп вăййисен программинче çук. Тĕп сăлтавĕ — ку вăйă сахал патшалăхра сарăлни.