Хуракассинчи трагеди

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Хуракассинчи трагеди (Хуракасси шкулĕнчи пушар), — Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен Хуракассин ялĕн шкулĕнче сиксе тухнă пушарта пулнă питĕ хăрушла инкек-синкек[1].

Ку йывăр пăтăрмах 1961 çулхи чӳк уйăхăн 5-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Пурĕ 106 ачапа тăватă вĕрентекенĕн пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă.

Пĕрлехи хыпарсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çак кун ачасем ял варринчи йывăç шкула пуçтарăннă. Вĕренӳ çулĕн чĕрĕкĕ вĕçленнĕ май, тата уявпа каникул пуçламăшне саламласа шкулта концерт хатĕрленĕ. Пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем концерта шкула çӳремен йăмăкĕсемпе шăллĕсене те илсе пынă. Юрă шăраннă вăхăтра юнашарти физика пӳлĕмĕнче хăрушла шартлатса çурăлнă сасă илтĕнсе кайнă хыççăнах ачасемпе, вĕрентекенсемпе тулнă зала тавраллах çулăм çавăрса илет. Шалтисем кам чӳрече патне, хăшĕ алăк патне талпăннă, анчах хăшĕ ăçта — нихăшĕ те нимĕн те ăнланман.

Çурт ишĕлсе анса вут тамалсан ухмаха тухнă ашшĕ-амăшĕ, ял халăхĕ çунса кăмрăкланнă кĕлеткесен хушшинче хăйсен тĕпренчĕкĕсене шыранă.

Тепĕр кунне ирпе ирех, вырăнти влаç хушăвĕпе (ыранччен хăварма юрамасть, ыран — Октябрьти революци кунĕ. Уяв сĕмне нимĕн те ан пăстăр), ялтан инçех мар çăва çинче тракторпа траншея чавтарнă, пĕчĕк çеç тупăксене ретĕн-ретĕн вырнаçтарса тракторпах çĕрпе хупланă. Пушар ытамĕнчен хăтăлайман 106 ачапа (вăл шутра шкул çулне çитмен 20 тата 7 çулти 24 ача) 4 вĕрентекен тăванла масар çинче ĕмĕрлĕх канăç тупнă.

Шкул директорĕпе (Ярукин С. И.) физика вĕрентӳçне (Иритков М. Н.) ĕçрен хăтарнă та суда панă[2].

Асăнмалăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Иванова Н. П., "Эльбарусово. День трагедии 5 ноября 1961 г.", Шупашкар, СВ-Пресс, 2007.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]