Трактор
Трактор | |
Тапхăр | ытларах шалти çунав двигателĕ |
Тапхăр | XIX ĕмĕрĕн варринчен |
Хăвăртлăх | 0,01—60 км/сех |
Усă курмалли облаç | ял хуçалăх, çурт-йĕр тăвасси, усăллă минерал тупăшлавĕ, коммуналлă хуçалăх |
Инфраструктура | кирлех мар |
Тра́ктор (çĕнĕлат. tractor, «туртаракан») — туртаракан вырăнĕпе усă курмалли рельсăсăр, начар хăвăртлăхлă, хăватлă туртăмлă транспорт хатĕрĕ. Ял хуçалăхĕнче ака-суха ĕçĕнче тата хăй тĕллĕ куçайман машинăсене тата кĕпçесене турттарма пултарать. Трактор çине çакмалли тата çурмаçакмалли хатĕрлĕхĕ ял хуçалăх, çурт-йĕр тумалли е промăçлă теллĕ (тĕслĕхрен, пăр хатĕрлĕхĕ) лартса ĕçлеме юрать.
Трактор тĕсĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Трактор икĕ тĕрлĕ пулать — урапалă тата гусиницăлă. Кашнин хăйĕн çитменлĕхĕ те, пахалăхĕ пур.
Урапалă трактор
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çăпаталлă трактор
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ялхуçалăх тракторĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]-
1948 çулхи кустăрмаллă трактор, Германи
-
Универсаллă сухаламалли трактор МТЗ-52 «Беларуç»
-
Гламурă трактор
-
Ял хуçалăх тракторĕн унифициленĕ маятник çакки (çирĕплетнĕ шыв насусĕпе çумăр агрегачĕ)
-
Ял хуçалăх тракторĕн унифициленĕ маятник çакки. Ансăр кустăрмасем ĕретсем хушшипе аван куçаççĕ
-
Хăвăрт çӳрекен ДТ-75 çăпаталлă тракторăн куçă пайĕ
-
Суха тракторĕн колейи ĕретсем хушшине лăп та лап вырнаçать
Промăç тракторĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]....
Ял хуçалăх тракторĕнчен уйрăм, промăçлисем питĕ ятарлисем пулаççĕ, вĕсене хăш тĕс машинăпа (яланхилле бульдозер агрегачĕ) ĕçлессипе палăртса пуçтараççĕ.
Промăç тракторĕ пурĕ те тенĕ пекех çăпаталлă, анчах тиекенчĕкпе тата хăшпĕр çул машинипе ĕçленĕ чухне кустăрмаллă трактора (ытларах, ял хуçалăх тракторĕн модификацисене) ĕçе кĕртеççĕ.
Совет Союзĕнче промăç тракторĕн базипе çерем çĕре сухаламалли ял хуçалăх тракторне (Т-100МГС, Т-130, Т-170) тăваççĕ, хыçалта ял хуçалăх ĕçĕнче усă курмалли хатĕре лартаççĕ.
-
Т-170 промăç трактор базипе тунă кăпкалатакан бульдозер агрегачĕ Б-10
-
Т-330 промăç тракторĕ машиниста бульдозер хатĕрлехне лайăхрах сăнама кабинине малта вырнаçтарнă. Сайра пулакан техника тупсăмĕ
-
ДЭТ-250М — Тĕнчере сайра тĕл пулакан электромеханика трансмиссиллĕ тракторĕ
-
Капкалатакан бульдозер агрегачĕ Caterpillar D9 (АПШ)
Трел тракторĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Трел тракторĕпе вăрман хуçалăх ĕçĕнче усă кураççĕ: каснă йывăç вуллисене каснă вырăнтан вăхăтлăха пухса хумалла вырăна турттараççĕ. Трел тракторне яланхилле ял хуçалăх трактор базинчен пуçтараççĕ, рамăн кайри пайĕнче платформа вырнаçтармалли компановкăпа улшăнса тăрать. Трел тракторĕн лебёдка (чăв?) пур. Трел тракторĕн паллă уйрăмлăхĕ — куçăм пайĕ пусăм лаптăкĕ пысăк, çакă вăрман тăприне эрози енчен хытă лăчăртать.
Çар тракторĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çар тракторĕпе артиллери кĕпçине тата урăх хĕçпăшал системине туртса пыраççĕ. Çар тракторĕн тĕп кирлĕ пахалахĕсем — марш хăвăртлăхĕ, пур çĕрте те çӳрекенлĕх, тĕрлĕ климат çĕрĕнче те ĕçлеме пултарни. Халĕ сайра усă кураççĕ. Унăн вырăнне автомобиль-турткăч тăрмашать.
Трактор тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тракторăн тĕп элеменчĕсем: двигатель, трансмисси, куçăм пайĕ, управлени механизмĕсем, ĕçлевпе пулăшу хатĕрлĕхĕ.
Тĕрлĕ тĕслĕ тракторсен хăват хатĕрлĕхĕ дизель двигателĕ (унчен çаплах бензин двигателĕпе ĕçленĕ) шутланать. Кустăрмаллă тракторăн рул хатĕрĕ автомобилĕн пекех; çăпаталлă трактора пăрмалла чухне çăпата лентине фрикционпа чараклаççĕ.
Ӗçлев хатĕрĕ: Трактор çине гидравлика çакăмлă системине (ГÇС) лартаççĕ, вăл трактора çакăм тата çурмаçакăмлă машинăпа çыхăнтарать, çак машинăн ĕçне тытса пырать. ГНС икĕ тĕп пайран тытăнса тăрать: пĕрри — çакăмлă хатĕрĕ, иккĕмĕшĕ — гидравлика системи. Çаплах нумай трактор çинче хăвата уйăракан вал (ХУВ) пур, унпа ĕçлев органĕсене тракторпа çыхăнтарнă куçăмлă е стационар машинине куçтараççĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пĕрремĕш трактор евĕр машинăсене XIX ĕмĕртех тунă, вĕсем пăс хăвачĕпе ĕçленĕ.
1850 çултах акăлчан хайлавçи Уильям Говард сухара локомобильпе усă курнă. XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчех Аслă Британин уй-хирĕнче икĕ пине яхăн машин тăрашнă. Пĕрремĕш çăпаталлă трактора Раççейре Сарăту кĕпернин Вольск уесĕнчи Никольское чиркӳ ялĕнче пурăнакан Фёдор Абрамович Блинов çĕр ĕçтĕшĕ пуçтарать, 1879 çу вăл «шоссе тата хыт çулпа япала турттармалли вĕçĕмсĕр рельсаллă вакунăн» патентне («çăмăллăх») туянать. Çак хатĕрлĕх 20 лаша вăйĕллĕ пăс машинин хăвачĕпе куçнă. Анчах та çак трактора промăçлăхра та, ял хуçалăхĕнче те ĕçе кĕртеймен.
1896 çулта Хартпа Парр американ инженерĕсем пĕрремĕш шалти çунăв двигателлĕ трактора туса пуçтараççĕ. 1901 çултанпа çак трактора сутма тытăнаççĕ. Малтанах фермерсем хапăллах ăна туяннă, анчах та çĕнĕ машинăн çитменлĕхĕ курăнма пуçланать: питĕ йывăр, çавăнпа та тăпрана ытла хытарать. Вăтам фермăшăн вăл ытла пысăк шутланнă. Çаплах трактор тăтăшах çĕмĕрĕлнĕ, юсавĕ хаклă та тăсăллă пулнă. Анчах 1907 çулта тракторăн çĕнĕ моделĕ пасара тухать — вăл малтанхинчен лайăхрах пулнă. Çак саманталла Америкăра трактор юсав системи йĕркеленсе каять.
1912 çулта «Холт-Парр» фирми çăпаталлă трактор кăларма пуçлать.
Раççейре трактор кирлĕлĕхне Совет правительстви 1917 çул хыççăн туйса илет, интервенци саманинчех трактор тума укçа-тенкĕ уйăрса парать. 1918 çултан пуçласа В. И. Ленин хистенипе трактор кăларма хатĕрленме тытăнаççĕ. 1919 ç. Я. В. Мамин хайлавçă нефть двигателлĕ 11,8 кВт хăватлă «Гном» трактора хута ярать. Трактора тăвасси питĕ паллă шутланнă, вара çавăн пирки 1921 çулхи акан 1-мĕшĕнче Халăх Комиссарĕсен Канашĕн декречĕпе ял хуçалăх машинăтавассине патшалахăн çав тери кирлĕ ĕç тесе палăртнă. 1922 çулта Е. Д. Львов конструкциленĕ «Коломенец-1» трактор савутран тухать. 1922—1923 çулсенче Л. А. Унгер инженер ертсе пынипе «Запорожец» трактора хатĕрлеççĕ. 1924 çулта Харьковри пăравус тăвакан савутра «Коммунар» трактора тăваççĕ.
1924 çулта Я. В. Мамин конструкципе 8,8 кВт (12 л. в) двигателлĕ «Карлик» трактора икĕ вариантпа: «Карлик-1» (виçĕ кустăрмаллă, малалла пĕр туртăмпа, хăвăртлăхĕ 3…4 çм/сех) тата «Карлик-2» (тăватă кустăрмаллă, пĕр туртăмпа тата реверспа) трактор кăларать. 1924 — 1932 çулсенче «Красный путиловец» Ленинград савучĕ 50 пине яхăн «Фордзон-Путиловец» трактор, каярах 1934 çултанпа савут краççын двигателлĕ металл кустăрмаллă «Универсал» трактора тума тытăнать. «Универсал» ют çĕршывсене сутнă пĕрремĕш трактор пулать.
«Гном», «Коломенец-1», «Карлик», «Запорожец», «Коммунар» — пĕрремĕш совет тракторĕсем. Пĕрремĕш тракторсене пĕчĕк йышпа кăларнă, анчах та вĕсемпе çын усă курма вĕреннĕ, трактор тăвакан пĕремĕш çынсене вĕрентсе хатĕрленĕ — вĕсем тăван çĕршывăн трактор тăваканлăхĕн кун-çулне кĕреççĕ. Çĕршыв малалла аталанса пыни пысăк ятарлă трактор савучĕсене тума хистет. Çакан пек вара çак савутсенене — Сталинград трактор савутне (1930): вăл СТЗ-15/30 трактор кăларнă, Харьков трактор савутне (1931): вăл ХТЗ трактор (СТЗ трактор евĕр) кăларнă, Челепи трактор савутне (1933): вăл С-60 çăпаталлă трактор кăларнă — туса лартнă. Аслă вăрçă пуçланиччен вунă çул хушшинче пирĕн промăçлăх ял хуçалăхе валли 700 пине майлă трактор хатĕрлет. Тăван çĕршывăн пĕтĕмĕшле трактор кăларасси тĕнчен 40 % шутланнă. План экономикин çакăн пек ăнăçĕсене пула — кая юлнă, сапаланчăк раççей ял хуçалăхĕ механикăланă пысăк шая куçать.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Культиватор
- Беларуç — Минск трактор завочĕ каларакан трактор çемьи
- Локомобиль
- Трактор "Кировец"
Ӳнерте
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Трактористсем фильм.
- В. Высоцкий называет в своей песне луноход «лунный трактор».
- «Прокати нас Петруша на тракторе» песня Владимира Захарова на слова Ивана Молчанова, 1929 çул
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Трактор Викиампарта? |
Тимлĕх! Пысăк совет энциклопедийĕ ирĕклĕ çăлкуç шутланмасть. Энциклопедирен тĕп тӳрĕ куçарса илнĕ статьясем автор правине пăсаççĕ, вĕсене кăларса пăрахма тăратаççĕ. Эхер те статьяра ПСЭ куçарса илнĕ пай пулсан, çак текста тӳрех çĕнĕрен çырмалла. Эхер ПСЭ текста илмен пулсан, ăна çăлкуç тесе çеç (текста мар) кăтартнă пулсан, вара ПСЭ «çăлкуçсем» пайне лартмалла та {{ПСЭ}} шаблона хуратмалла.
|
(2009 çулхи Авӑн уйӑхӗн 29-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)