Хуракӳл
Хуракӳл, — Киргизин Джалал Абад облаçĕнчи хула. Хура Шыв Нарына юхса кĕнĕ вырăнта ларать.
Тавралăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хула тусем хушшинче ларать. Хула таврашĕнче çын хатĕрленĕ икĕ кӳлĕ пур. Пĕри «Пионерски», тепри «Комсомольски» ятлă. Хулапа юнашар, ту хырçин тепĕр енче, Токтокӳл ГЭСĕ вырнаçнă.
Хула кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку пурăну вырăнне 1962 çулхи çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Токтокӳл ГЭСне тăвакансен посёлокĕ пек никĕсленĕ. 1977 çулхи кăрлачăн 7-мĕшĕнче Кăркăс ССРĕн Аслă Канашĕн Президиумĕн Хушăвĕ тăрăх посёлоке хула шутне кĕртнĕ.
Халăх йышĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2004 çулта ку хулара пурĕ 22 пин çын пурăннă. Хулара ĕç çуккине пула нумай çын хулана пăрахса урăх çĕре куçать. Теприсем пачах та тăван çĕре пăрахса ют çĕршывсене куçса каять. Хула пĕтни сисĕнет.
Çул-йĕр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хула урлă Бишкек-Ош автоçул иртет.
Хуçалăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хулара пысăк предприятисем вырнаçнă.
СССР арканса кайнă хыççăн ГЭС каскадне пачах та тума пăрахнă. Ăна пула предприятисен пĕр пайĕ хупăна пуçланă, теприсем урăх ĕç çине куçнă. Хальхи вăхăтра ĕçлекен предприяти шутне энерги тăвакан Каскад ТГЭС кăна кĕрет.
Культура
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хулара 4 шкул, Бишкекри политехника интитучĕпе строительство техникумĕсен вырăнти уйрăмĕсем пур.