Хура кăсăя
Курӑнакан калӑплав
Хура кăсăя | ||
---|---|---|
Ăслăх классификацийĕ | ||
|
||
Латинла çырни | ||
Periparus ater |
Хура кăсăя (лат. Periparus ater, малтанхи ячӗ Parus ater) — Кăсăя йышшисене кӗрекен вӗҫен кайăк, çерçирен самаях пĕчĕк. Хăйĕн пысăк ареалĕнче хура кăсăя - пĕр вырăнта пурăнакан е куçса çӳрекен вĕçен кайăк. Пысăк чăрăшсем ӳсекен çулçăллă вăрмансене юратать.
Хĕлле ытти кăсăясемпе пĕрле çӳреме пултарать. Çăмартисем (6-11) шурă тĕслĕ, хĕрлĕрех пăнчăсемлĕ. Хĕл каçма вĕçсе каймасть. Кĕркуннепе хĕлле хурт-кăпшанкăсăр пуçне хырпа чăрăш вăррисене те çиеççĕ. Хура кăсăясен йышĕ пĕчĕк мар.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Бёме Р. Л., Флинт В. Е. Пятиязычный словарь названий животных. Птицы. Латинский, русский, английский, немецкий, французский / Под общ. ред. акад. В. Е. Соколова. — М.: Русский язык, РУССО, 1994. — С. 367. — 2030 экз. — ISBN 5-200-00643-0.
- Московка, синица // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.
- А. С. Боголюбов, О. В. Жданова, М. В. Кравченко. Московка // Определитель птиц и птичьих гнёзд средней полосы России. — Экосистема, 2006.
Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Позвоночные животные России: Московка 2018 ҫулхи Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
Кăсăя йышшисен тĕсĕсем |
---|
Пысăк кăсăя | Кăвак кăсăя | Вăрăм хӳреллĕ кăсăя | Тĕпекеллĕ кăсăя | Шурă кăсăя | Хура кăсăя | Хура пуçлă кăсăя |