Контент патне куҫ

Хура палăк (роман)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Хура обелиск
Der schwarze Obelisk
Жанр: Роман
Автор: Эрих Мария Ремарк
Тăван чĕлхи: нимĕç
Хайланă çул 1932-1936
Пичетленĕ: 1956
Куçару: Вера Станевич (вырăсла)

«Хура обелиск» (ним. Der schwarze Obelisk) — Эрих Мария Ремарк çыравçă вăрçăсем хушшинче хайланă романĕ. Прозăç Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинче сывă юлнă салтаксем çинчен калаласа парать, вĕсем кĕнекери «Кая юлнă яшлăх кунçулĕ» çĕлĕке май, вăрçă вĕçленнĕ пулин те «йăла-йĕркиллĕ» пурнăçа кĕреймеççĕ. Сюжетри умĕнхи историйĕ — тĕнчери экономика кризисĕ тата Германири пуçхĕрлĕ инфляци.

Ӳнерлĕх енчен «Хура обелиск» логикăпа «Хĕвел анăç фронтĕнче улшăнусăр» тата «Таврăну» романсен тăсăлăвĕ шутланать. Ремарк романа хатĕрлеме 1920-мĕш тата 1930-мĕш çулсенче, «Виçĕ юлташ» сюжечĕпе ĕçлеме тытăннă пулсан та Романа пĕрремĕш хут 1956 çулта кăларнă[1].

Шĕкĕр персонажсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Людвиг Бодмер — тĕп персонаж, унăн сăпатĕнчен калав тухать. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине хутшăннăскер, «çухалнă ăру сыпăкĕн» элчи. Вăл хăйĕн пĕр полкра çапăçнă Георг Кроль патĕнче вилтăпри палăкĕсене сутакан фирмăра ĕçлет.
  • Георг Кроль — Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине хутшăннăскер, Людвиг Бодмерпа пĕр полкра çапăçнăскер, вăрçăна пачах хирĕçскер, хăйĕн Генрих пиччĕшне хирĕçлĕскер.
  • Генрих Кроль — Георг Кроль шăллĕ, ĕненӳллĕ националист, çав фирмăрах, Георгпа тата Бодмерпе пĕрле ĕçлет. Эпилогре автор каласа панипе, вăл вăрçăра сывă юлнă та «вилтăпри палăкĕсен» агентствисенче ĕçленĕ.
  • Фрау Кроль — Кроль тăвансен амăшĕ.
  • Эдуард Кноблох — «Вальгалла» ресторанпа тата хăна çурчĕн харпăрçи.
  • Фельдфебель Кнопф — Пĕрремĕш Тĕнче вăрçин ветеранĕ, ĕçешке тата хăлаçланчăк. Кроль тăвансен ритуал конторипе юнашар пурнать.
  • Герда Шнейдер — гимнастка, ăна тĕп персонаж Людвиг Бодмер кăмăллать.
  • Викарий Бодендик — чун-чĕм чирĕпе хавшаклисен сыватăшĕнчи капеллан, унта Людвиг Бодмер кашни вырсарникун орган çинче вылянă.
  • Вернике тухтăр — Изабелла выртакан сыватăшра тăрăшакан тухтăр.
  • Женевьева Терговен (Изабелла) — шизофренипе асапланакан хĕр, Людвигăн чăн савнийĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Tilman Westphalen, Unser Golgatha, in: Erich Maria Remarque, Der schwarze Obelisk, KiWi 1998. — S. 395 ff., hier S. 403. — ISBN 9783462027259.