Контент патне куҫ

Хурлăхан (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Хурлăхан (выр. Смородинка), — Чулхула облаçĕн çĕрĕ тăрăх юхакан юханшыв, Хухлама шывĕн юппи.

Юханшыв çăлкуçĕ Хурлăхан (выр. Смородино) ялтан виçĕ çухрăм çурçĕрелле вăрманта вырнаçнă. Бетино ялĕнчен çухрăм кăнтăр-хĕвеланăçнелле Хухлама шывĕпе пĕрлешет. Юханшыв юппийĕсем нумай мар, пысăккисем çук.

Хурлăхан шывĕ ытларах пайĕпе çурçĕрелле юхать.

Юханшыв хĕрринче Хурлăхан ял кăна вырнаçнă.