Хурлăхлă Хамук
Курӑнакан калӑплав
Хурлăхлă Хамук — паллă чăваш сăвăçĕ. Вăл Патăрьел районĕнчи Каншел ялĕнче çуралнă.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вăл XIX ĕмĕр варринче пурăннă теме пулать. Ватăлса çитсен, тăр пĕччен тăрса юлсан, вăл вара Тикеше качча тухнă йăмăкĕ патне куçса кайнă, унтах вилнĕ.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Унăн юррине Пазухин "Образцы мотивов чувашских песен и мотивы к ним" кĕнекере пичетленĕ. Пăла тăрăхĕнче çак юрра "Хурлăхлă Хамук юрри" тесе халĕ те юрлаççĕ. Чăвашсен паллă юмах-халапçи çинчен Тикеш ялĕнче пурăнакан Питрав Лисицын 1956 çулта каласа кăтартнă.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.