Хутшăнакан:Снежанна Тимофеева

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

'Журнал "Самант'"


1.

   Хуплашкари сăн ÿкерчĕк. Илемлĕ те пултаруллă чăваш çамрăкĕсем, артистсем, спортсменсем, политиксем, вĕрентекенсем, студентсем - ÿсĕм вăрттăнлăхĕпе паллаштараççĕ, ачалăхне аса илеççĕ, пуласлăх пирки шутлаççĕ. 

2.

   Ыйтăм. Республикăри ĕçлĕ çынсем вулакансене кăсăклантаракан çивĕч те интереслĕ ыйтусене хуравлаççĕ. 

3.

   Хăнара. "Самант" журнал _ паллă çынсем патĕнче хăнараĕ Кил хуçин тутлă апачĕн рецептне пĕлес килет-и. Çакăн пирки кашни номертех вуласа пĕлĕр.


4. .

   Çамрăк талантсем. Çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ, халăх ăстисен, таланчĕсен çĕрĕ çинче нумай-нумай ăслă та чаплă специалист çуралса ÿснĕ. Вĕсен ĕçне çитĕнекен ăру малалла аталантарать. Хăйсен юратнă енне, халăхне мĕнпе пуянлатаççĕ, илем кÿреççĕ-ши вĕсем - Ăна та журнал вуласа пĕлме пултаратăр.

5.

   Психолог канашĕ. Пурнăç ыйтăвĕсене нумай чухне пĕччен татса пама çук. Çамрăксене пушшех йывăр. Кун пек чухне психолог канашĕ питех те вырăнлă. "Самантран" пулăшу ыйтăр - ун сĕнÿ-канаш яланах хатĕр! 

6.

   Поликлиника. Чирлесен эпир тухтăртан пулăшу ыйтатпăр. Вĕсем пире май килнĕ таран сиплçĕĕ, усăллă канашсем параççĕ, эмелсем сĕнеççĕ. Журналти "Поликлиника" та çавах. Унти сĕнÿсемпе канашсем, рецептсем яланах сирĕн умăрта. 

7.

   Юрату антологийĕ. Кашни çын юрату туйăмне хăй майлă йышăнать. Журналта - чăваш поэчĕсен сăввисем, тĕнче классикĕсен куçарăвĕсем. 

8.

   Çăлтăр пулма çăмăл-и. Çак ыйтăва кашни номертех хуравлаççĕ "çăлтăрĕсем". Мĕн ĕçлеççĕ вĕсем, ăçта пурăнаççĕ. "Самант" журнал хуравлать. 

9.

   Пирĕн вернисаж. Чăваш Ен культурипе искусствинче сумлă ят илнĕ çынсем. Вĕсен кун-çулĕ тата паллă ĕçĕсем. 

10.

     Ĕç. Журнал страницисенче - производствăра малта пыракансем, вĕсен ĕç опычĕпе паллаштарни. Çавăн пекех эпир çамрăксене професси суйлама та, ĕç тупма та пулăшатпăр. 


11.

     Президент стипендиачĕсем. ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров наукăра, техникăра, вĕренÿре, ĕçре çитĕнÿ тунă пин çамрăка стипендипе хавхалантарать. Вĕсен пултарулăхĕ çинчен "Самантра" вуласа пĕлĕр. 

12.

     Кану. Канма та пĕлмелле, çавăн чухне тин вăл усăллă пулĕ. Сăмахран, журналти сканворда кам маларах шутласа тупать, çав аудио- видеопродукци кăларакан "Аксар" студи парнине - чăваш эстрада юррисен СД-дискне тивĕçет. Çавăн пекех гороскоп, кулăшсем.