Контент патне куҫ

Хырăмлăх ракĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Хырăмлăх ракĕ
Adenocarcinoma of the stomach.jpg
Adenocarcinoma of the stomach.jpg
Хырăмлăх çĕрнинчен пулни, биопси хыпарĕпе— аденокарцинома
МКБ-10 C16.
МКБ-9 151
OMIM 137215
DiseasesDB 12445
eMedicine med/845 
MeSH D013274

Хырăмлăх ракĕ — усал пахаллă амак-чирсен анлă саралнă тĕсĕ. Хырăмлăхăн кирек епле пайĕнче те сиксе тухма пултарать, урăх органсене, уйрăмах пищевода, ӳпкене пĕвере куçма пултарать. Хырăмлăх ракĕнчен çулсерен тĕнчере 800000 ытла çын вăхăтсă çĕре кĕрет[1].

Эпидемиологи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хырăмлăх ракĕ тĕнчере усал пахаллă амаксем хушшинче тăваттăмĕш вырăн йышăнать, 2002 çултаçак чире 930000 çыннăн пурине тупса палăртнă.[2]. Çак амакпа вилекен шучĕ питĕ чылай шутланать (çулсерен 700000), çак кăтарту ăна онкологирен вилекенсен хушшинче, ӳпке ракĕ хыççăн, иккĕмĕш вырăна кăларать. Хырăмлăх ракĕ ытларах арçынсен пулса тухать[2].

Раççейре хырăмлăх ракĕ онкологи амакĕсем структуринче яланхилле иккĕмĕш вырăнта (15,8 % арçынсен тата 12,4 % хĕрарăмсен)[3], амак Корейре, Японире, Аслă Британире, Кăнтăр Америкăра тата Исландире анлă саралнă. Корейре хырăмлăх ракĕ онкологи амаклăхĕн структуринче пĕрремĕш вырăн (20,8%) тата вилĕмлĕхĕпе иккĕмĕш вырăн йышăнать.

Хырăмлăх ракĕпе асапланакансен 80—90% йышĕн метастазăсем пуçланаççĕ, амака маларах тупса палăртсан улттă уйăх хушшинче 65 % йышĕ, чире тӳрех сиплемесен — 15 % сахал йышĕ чиртен тасалать. Вăтамран хырăмлăх ракĕнчен хăтăлакансен йышĕ ытларах Японире — 53%, ытти çĕршывсенче çак кăтарту 15–20% иртмест[4].

Диспепсипе асапланакан 50 пациентран пĕррин хырăмлăх ракĕ пурине палартаççĕ[5].

Хырăмлăх ракĕн аталанăвĕн факторĕсем: диетăпа тавралăх хутлăх уйрăмлăхĕсем, чĕлĕм туртни, инфекци тата генетика[4].

Симптомсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хырăмлăх ракĕн малтанхи тапхăрĕсенче, клиника курăвĕсем çук пекех (диспепси, аппетит чакни сисĕнет çеç). Урăх симптомĕсем («пĕчĕк курăмсен» синдромĕ тенĕскер): — астени, аш-какай апатчĕ килĕшменни, анеми, йывăрăш чакни, «хырăмлăх аван марри» — сисĕнеççĕ. Кăшт анчах апат çинипех хырăмлах тулса ларать.[4].

Макроскопи сăнĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Макроскопи ĕлкипе хырăмлăх ракĕн 4 тĕсне палăртаççĕ.

  • Полип евĕрлĕ рак.
  • "Рак-çĕрĕм" - каскаланнă рак, чикки курăнать.
  • Тарăн кратер евĕрлĕ рак, инфильтрлă периферири ӳсĕмлĕ, сывă тĕртĕмсенчен уйрăмми курăнмасть.
  • Диффузлă-инфильтрлă рак (скирр), хырăмлăхăн чылай пайне ярса илет.

Ракăн юлашки икĕ тĕсĕ уйрăмах хаяррăн аталанса пыраççĕ, хăвăртах метастаза параççĕ, вĕсен вара çав тери начар прогноз пулать.

Диагностика

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Дифференциллĕ диагностика

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хырăмлăх гастричĕ, çĕрнĕ, полипсем, лейомиома, лимфома тата лейомиосаркома чухне тĕрĕслемелле.

Хальхи вăхатра хырăмлăх ракне тĕп тата пурнăçра пĕртен-пĕр сиплев меслечĕ - хирурги операцийĕ. Пайăркапа пĕçертни тата хими терапийĕ пулашуллă кăна шутланаççĕ.

Диспансеризаци

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Рак пулассине малтанах пĕлес тесен çак амак ерме пултаракан хăрушлăх пур çынсене диспансеризацие ямалла. Çак сăнав ушкăнне аялта кăтартнă симптомлă 40 çул тултарнă чирлĕ çынсене кĕртмелле:

  • хырăмлăх çĕрни
  • хырăмлăх полипĕсем
  • хырăмлăхăн эпителлĕ мар шыçисем
  • пыршăлăх метаплазиллĕ хрониклă атрофи гастричĕ
  • хырăмлăх резекципе чирленисем

Çак пациентсене пĕрмаях пăхса тăмалла, çулсерен эндоскопипе тата рентгенологипе тĕрĕслемелле, каяша юн пуррине кашни 6 уйăхра пĕрре тĕпчемелле.

  • В.С.Савельев, Н.А.Кузнецов. Хирургические болезни. Том 1. Мускав. 2006.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.