Хыркук
Курӑнакан калӑплав
Хыркук - кăвакарчăнтан пĕчĕкрех кайăк. Уйрăм йывăçсемлĕ уçă вырăнсене юратать. Çăмартисем (5-6) шурă. Йăвине йывăç хăвăлĕнче тăвать. Хăвăл тупаймасан çĕрĕк тункатана чавса та йăва çавăрма пултарать. Апачĕ - нăрăсем, шăрчăксем, лĕпĕшсем, шăна-пăван, саранчасем. Уйрăмах упа нăррисене тытса пысăк усă кӳрет. Вăрăм сăмсипе упа нăррине ярса илет те урисене татса пăрахать, унтан е çисе ярать, е чĕпписене тăрантарма илсе каять. Çуркунне ака уйăхĕнче вĕçсе килеççĕ, авăн уйăхĕнче вĕçсе каяççĕ. Чăвашра вĕсем питĕ сахал, кăнтăр енчи районсенче кăна тĕл пулаççĕ. Ăна курма питĕ йывăр, йывăç çинче лараканскер, вăл çын килнине аякранах курать те вĕçсе çухалать.
Ӳкерчĕксем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]-
Францинче (Тулуза)
-
Францинче (Тулуза)
-
Францинче çамрăк Хыркук (Тулуза)
-
Preening
-
Ходал, Инди
-
Ходал, Инди
-
Ходал, Инди
-
Калькуттара йывăç çинче
-
Букса, Инди
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Хыркук юрлани
- Хуркук ареалĕ
- Хыркук видеоклĕсем
- 2007 IUCN Red List — Upupa epops 2008 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
- Gerald Mayr. Tiny hoopoe-like birds from the Middle Eocene of Messel (Germany)
- Казахстанкри кайăксем - Хуркук (Upupa epops) 2008 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- Upupa epops Linnaeus, 1758 2015 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.