Хытă уçă сасăсем
Курӑнакан калӑплав
Хытă уçă сасăсем, — кайри ретри уçă сасăсем (а, ă, ы, у). Ку термин шкул практикинче тата чăваш чĕлхи методикипе çырнă ĕçсенче çирĕпленнĕ.
Хытă уçă сасăсем каланă чух чĕлхе хăйĕн пĕтĕм калăпăшĕпе хыçалалла туртăнать, çакна çемçе уçă сасăсене каланă чухнехи артикуляципе танлаштарсан аванах чухлама пулать. Хытă уçă сасăсем пусăм палли тăрăх çакăн пек ушкăнланаççĕ:
- аялти пусăмри сасă (а)
- вăта пусăмри сасă (ă)
- çӳлти пусăмри сасă (ы, у)
У — тутапа калакан уçă сасă, ы, ă, а — тутапа каламаннисем.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |