Цвейба Ахрик Сократович
Курӑнакан калӑплав
Ахрик Сократович Цвейба — совет тата раççей футболисчĕ, хӳтĕлевçĕ. Спорт ăсти (маçтăрĕ) (1989), СССР, СНГ тата Раççей футбол ушкăнĕн футболисчĕ. Ахрик Цвейба 1966 çулхи авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Гудаута хулинче çуралнă. 1992 çулта Украинăн футбол тĕп ушкăнĕнче те вылянă. 1990 çулхи тĕнчери тата 1992 çулхи Европа чемпионачĕсене хутшăннă.
Футбол карьери
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1984 çулта Сухумри "Динамо" клубĕшĕн выляма тытăннă.
- Çав çулах СКА Хабаровск ушкăнне куçнă.
- 1985-1989 çулсенче "Динамо" Тбилиси спорт чысне хӳтĕленĕ.
- 1990-1993 çулсенче Ахрик "Динамо" Кийӳ клубĕнче.
- 1993 çулта — "Камаз".
- 1994—1996 — "Гамба", Осака.
- 1997 — "Алания" Владикавказ
- 1998 — Пудонг
- 1999—2000 Уралан
- Вăйă карьерине 2001 çулта Мускаври «Динамо» ушкăнĕнче вĕçленĕ.
- 2003 çулта Мускаври «Торпедо-Металлург» клуба тренер-селекционер ĕçне куçнă.
Халĕ те ветерансен ăмăртăвĕсене хутшăнать.
Пĕрремĕш тренерĕ — Владимир Астамурович Шамба.
Çĕнтерĕвĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- СССР чемпионĕ: 1990
- СССР Кубокĕ: 1989/1990