Контент патне куҫ

Чăвашэнерго

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
тип {{{тип}}}
Никĕсленĕ çул 1957 çул
Малтанхи ятсем Чăваш энергетика тытăмĕ
Никĕслевçĕсем Халăх хуçалăхĕн Чăваш Канашĕ
Отраçлĕ электроэнергетика
Кăк компани УАО «Атăл регионĕсем хушшинчи валеçӳ эреш компанийĕ»
Веб-сайчĕ http://www.ch-energo.ru/

«Чăвашэне́рго» (2008 çулхи акан 1-мĕшĕнчен пуçласа УАО «Атăл регионĕсем хушшинчи валеçӳ эреш компанийĕн» филиалĕ — «Чăвашэнерго») — Чăваш Республикин электроэнергетика сферинчи ĕç-пуç йĕркелĕвĕ.

Тĕп офисĕ Шупашкар хулинче вырнаçнă.

Предприяти хăйĕн кун-çулне 1957 çулхи авăн уйăхĕнчен çырма тытăнать, ун чухне Чăваш совнархозĕн 1957 çулхи авăнăн 26-мĕшĕнчи 21-мĕш №-лĕ распоряженипе Чăваш энергетика управленинине туса хураççĕ. Çавăн чухне 4 предприятие пĕрлештернĕ: Шупашкар ТЭЦ-не, Атăл лешьенчи ТЭСа, Шупашкарти дизель станцине, çаплах Улатăр ТЭЦ-не.

2008 çулчен предприятин хăй тĕллĕ юридици пайăрлă (УАО «Чăвашэнерго») статус пулнă. 2008 çулхи кăрлач, 19 çак Пĕрлешĕве тепĕр хут йĕркелес тĕллевпе ăна УАО «Атăл çинчи регионсем хушшинчи эрешлĕ валеçӳ компанийĕ» çумне хушса кĕртеççĕ.

2005 çулта УАО «Чăвашэнерго» йышĕнчен уйрăлса тухнă компанисем:

  • УАО «Чăваш генераци компанийĕ»,
  • УАО «Чăваш энерговалеçӳ компанийĕ»,
  • УАО «Чăваш тытса пыракан компанийĕ»,
  • УАО «Шупашкар ГЭСĕ».

Халĕ (2009) компани шутне çак структура пайĕсемпе йĕркелӳсем кĕреççĕ:

  • Çурçĕр енчи производство уйрăмĕ;
  • Кăнтăр енчи производство уйрăмĕ;
  • Улатăрти производство уйрăмĕ;
  • УАО «Чăваш автотранспорт компанийĕ»;
  • НОУ «Чăваш вĕренӳ курсĕсен комбиначĕ».

Ӗçлĕх тĕсĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]