Чăваш Ен (ракета катерĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

«Чăваш Ен» (выр. «Чувашия») — 1241 проекчĕпе тунă РФ БФ йышĕнчи ракета катерĕ (НАТО классификаципе — Tarantul-class corvettes). Раççей флотĕнче 2015 çулччен «Р-2» палăртупа хĕсметре тăнскерне «Чăваш Ен» ята панă[1].

Виҫи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

400 яхӑн тонна таякан катерӑн тӑршшӗ — 56 метр, сарлакӑшӗ — 10 метр. Карап 15 пине яхӑн миле (27780 ҫухрӑм) парӑнтарнӑ. [2]

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Чӑваш Ен» ракета катерне, унччен «Р-2» ятлӑ пулнӑскере, тӑшмансен ҫар карапӗсене тӗп тӑвас, пирӗн карапсене сывлӑшран тапӑнасран сыхлас тӗллевпе туса кӑларнӑ. Вӑл 1994 ҫулта ишме пуҫланӑ. 2006 ҫулта «Р-2» Балти флочӗн ҫар карапӗсен ушкӑнне кӗнӗ. Раҫҫей ятӗнчен Данири, Швецири, Финляндири портсенче иртнӗ уявсене хутшӑннӑ. 2015 ҫулта РФ Тинӗс ҫар флочӗн главнокомандующийӗ Виктор Чирков «Р-2» катера «Чӑваш Ен» ят парасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Мӗншӗн ӑна шӑпах Чӑваш республики ячӗпе чӗнме тытӑннӑ-ха? Кун пирки ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев командовани патне сӗнӳпе тухнӑ. 2014 ҫулта Балти ҫарпа тинӗс бази ЧР Вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин, культура министерствипе пӗрле тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Чӑваш республики «Р-2» ракета катерне шефствӑна йышӑннӑ. 2015 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗнче ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура «Чӑваш Ен» ят панӑ. Калининград облаҫӗнчи Балтийск хулинче иртнӗ мероприятие ЧР-нчи делегаци те хутшӑннӑ. Палӑртмалла: Балти флотӗнче Раҫҫейри тӗрлӗ хулапа республика ячӗпе хисепленекен 10 яхӑн карап. [2] Катерсене пӗр-пӗр регион ятне пани флотпа субъектсен ҫыхӑнӑвне ҫирӗплетет.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Ракетный катер нарекли «Чувашия»
  2. ^ 1 тата 2 Ҫамрӑксен хаҫачӗ, 2018-08-03, 4 стр.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]