Контент патне куҫ

Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Чăваш Республикин аслă чыслă хисепĕ
«Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ»
Патшалӑх Чăваш Республики, Раççей Федерацийĕ
Тӗс Чыслă хисеп
Статус тивĕçтереççĕ
Статистика
Йӗркеленӗ вӑхӑт 1996 çул, чӳкĕн 12-мĕшĕ
Умхыҫлӑх
Кӗҫӗн чыслав «Чăваш Республикишĕн хастар ĕçсем тунăшăн» орден

Чăваш Республикин чыслă гражданинĕЧăваш Республикин аслă патшалăх чыславĕ. Хисепе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн 1996 çулхи чӳкĕн 12-мĕшĕнчи 546 № «Чăваш Республикин чыслă гражданинĕ» хисеплĕ ята çирĕплетни йышăнăвĕпе тата Чăваш Республикин патшалăх чыславĕсем пирки Йĕркене кĕртнĕ улшăнусемпе хушмасем» йышанăвĕпе çирĕплетнĕ.

Халĕ чыслă ятăн статутне Чăваш Республикин 2005 çулхи акан 12-мĕшĕнчи 15 № «Чăваш Республикин патшалăх чыславĕсем пирки» саккунĕпе çирĕплетнĕ.

Чыслани йĕрки

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш Республикин Президенчĕн хутайĕпе чыслаççĕ.

Чăваш Республикин ĕçтăвакан влаçĕн пуçлăхĕ — Чăваш Республикин Президенчĕ — аслă чыслава Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ йышăнăвĕпе тивĕçтерет.