«Чăваш Республики умĕнчи тивĕçлĕх» орденĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
«Чăваш Республики умĕнчи тивĕçлĕх» орденĕ
Патшалăх Чăваш Республики, Раççей Федерацийĕ
Тĕс Орден
Статус параççĕ
Статистика
Йĕркеленĕ вăхăт ака, 12 2005
Умхыçлăх
Аслă чыслав «Чăваш Республикин чыслă гражданинĕ» хисеп
Кĕçĕн чыслав Чăваш Республикин Хисеп хучĕ

«Чăваш Республики умĕнчи тивĕçлĕх» орденĕ — Чăваш Республикишĕн тăрăшса ĕçленĕшĕн орден. Чăваш Республикин патшалăх чыславĕ. Ордена Чăваш Республикин 2005 çулхи акан 12-мĕшĕнчи 15 № «Чăваш Республикин патшалăх чыславĕсем пирки» саккунĕпе çирĕплетнĕ.

Орденĕн статусĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш Республикин Президенчĕн хучĕпе чыслаççĕ.

Чăваш Республикин ĕçтăвакан влаçĕн пуçлăхĕ — Чăваш Республикин Президенчĕ — аслă чыслава Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ йышăнăвĕпе тивĕçтерет.

Орденпа чыслаççĕ:

  • Чăваш Республики унта пурăнан халăх умĕнче чаплă тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн, Чăваш Республикин производсто тата чун-чĕм потенциалне аталанăвне чылай пайăр ӳсĕм кӳнĕшĕн, граждансен правипе ирĕклĕхне тивĕçтернĕшĕн,
  • хĕсмет, вăрçă тивĕçне пурнăçланă чухне хастарлăхпа хăюлăха кăтартнăшăн.

Çакса çӳремелли йĕркесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ордена кăкăрăн сулахай енче, Раççей Федерацин тата СССР чыславĕсем пур чухне, вĕсем хыççăн çакса çӳреççĕ.

Ютçĕр орденĕсемпе медалĕсем тата паллăсем пур пулсан, вĕсен айне çакса çӳреççĕ.

Ордена ăнлантарни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çăлтăр центрĕнче ылтăн тĕслĕ çавра медальон, унăн çине рельеф меслечĕпе ӳкернĕ Чăваш Республикин патшалăх гербĕ .

Орден (тӳнтерĕ) реверсĕ

Медальона кĕмĕл тĕслĕ хăмла çулçисен кăшăлĕпе çупăрланă.

Орденăн тӳнтерĕнче çавракăшĕпе рельеф майĕпе чăвашла тата вырăсла картнă: «Чăваш Республикишĕн хастар ĕçсем тунăшăн», варринче — унăн номерĕ.

Чысланисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2006 çулта орденăн пĕрремĕш кавалерĕ Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава пулнă. [1]

2008 çулта орденпа Андрей Яковлевич Эшпай композитора тивĕçтернĕ.[2]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çаплах пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]