Чăваш кĕнеке кăларавăшĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Чăваш кĕнеке кăларавăшĕ
Патшалăх СССРРаççей
Никĕсленĕ 1920 çулта
СССР Патшаиздаткомĕн кочĕ 136

Веб-сайт: http://www.chuvbook.ru/

Чăваш кĕнеке кăларавăшĕ - вĕренӳ-педагогика, ача-пăча, илемлĕ-пултаруллă, ăслăх-популярлă литература тата сăнарлă продукцие кăларакан республикăн патшалăх унитари предприятийĕ. 1996 çултанпа кăларавăш Раççейри кĕнеке кăларакансен ассоциацин (РККА) пайташĕ шутланать. Пичетленĕ продукцие Чăваш Енре, Раççей регионĕсенчи чăвашсем пурăнакан вырăнсенче сутать.

Директор — С.А. Каликова (2019-па).

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Культура министерствин РПУП «Чăваш кĕнеке кăларавăшне» 1920 çулхи чӳкĕн 12-мешĕнче никĕсленĕ. Малтанхи ячĕ — Патшалăх издательствин Чăваш уйрăмĕ.

88 çул хушшинче редакци 16 пинрен ытла вĕренӳ-педагогика, илемлĕ-пултаруллă, ăслăлăх-популярлă тата ача-пăча кĕнекине хатĕрлесе пичетленĕ. Чăваш халăхĕн кун-çулне тĕпченĕ ĕçсене, чăваш чĕлхипе литературин кĕнекисем Чăваш кĕнеке кăларавăшĕнче çут тĕнчене кăларнă. Кăларăмсен шутĕнче чăваш литературин ылтăн кăшăлне кĕнĕ паллă ĕçĕсем.

Кăларавăш директорĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш кĕнеке кăларавăшне ертсе нынăскерсем: П. З. Львов, Г. А. Молостовкин, А. П. Сарри, И. Д. Кузнецов, П. Т. Золотов, И. Н. Никифоров, И. И. Иванов (Шордан), Д. В. Гордеев, Р. Т. Тарасова, Г. А. Краснов, И. Д. Вутлан (Тимофеев), В. П. Комиссаров, С.А. Каликова (2019-па).

Парнесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕнчери тата пĕтĕм раççейри «Кĕнеке ӳнерĕ» конкурсĕнче питĕ хитре капăрлатнăшăн дипломами отмечены: А. Трофимовăн «Чувашская культовая скульптура» кĕнекине, Ю. Сементерĕн «Почему поет петух?» сăвăсен пухăмне, 4 класс валли Н. Черновăпа В. Игнатьевăн «Чувашское слово» вĕренӳ кĕнекине, «Чувашия», «С верой в Россию, с любовью к Чувашии», «Краткая чувашская энциклопедия» фотоальбомсене тата ыттисене дипломсемпе чысланă.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]