Контент патне куҫ

Чăваш (юрă)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Чăваш (ял) пăхăр.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Чăвашсем (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Чăваш
Юрă
Жанр элтешле юрă
альбомĕн трек-лисчĕ
-


Чăваш — Фарида юрăçăн репертуарĕнчи юрă. Малтанласа ютубра «суваристсен» клипĕнчи аудиорет (саундтрек) пек тухнă.

Юррăн сăвви пирки

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хĕвелтен вăранса иртерех
Кÿленетĕн ĕçе эс каллех
Тулăх мар-çке çапах пурнăçу
Ав, канмашкăн та вăхăт сан çук

Ан кулян çĕр ĕçченĕ чăваш
Кăмăлу сан пулнишĕн йăваш
Уй-хирте хумахансан сар ыраш
Ытлашши йывăр пулмĕ малаш
Ан кулян çĕр ĕçченĕ чăваш
Кăмăлу сан пулнишĕн йăваш
Пирĕн халăх хастар авалтан
Пуç усмашкăн эпир хăнăхман

Тар тăксан та ырри куранмасть
Вăй хурсан та укçи хушăнмасть
Вăрманне те касма каймалла
Ачине те шкула ямалла

Ан кулян çĕр ĕçченĕ чăваш
Кăмăлу сан пулнишĕн йăваш
Уй-хирте хумахансан сар ыраш
Ытлашши йывăр пулмĕ малаш
Ан кулян çĕр ĕçченĕ чăваш
Кăмăлу сан пулнишĕн йăваш
Пирĕн халăх хастар авалтан
Пуç усмашкăн эпир хăнăхман

Хĕрхенмест никама самана
Аслă Турă упратăр сана
Тем тесен те эс шан та ĕнен
Чечекленĕ кĕçех Чăваш Ен

Ан кулян çĕр ĕçченĕ чăваш
Кăмăлу сан пулнишĕн йăваш
Уй-хирте хумахансан сар ыраш
Ытлашши йывăр пулмĕ малаш
Ан кулян çĕр ĕçченĕ чăваш
Кăмăлу сан пулнишĕн йăваш
Пирĕн халăх хастар авалтан
Пуç усмашкăн эпир хăнăхман

Юррăн кĕвии

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Юррăн кунçулĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хайлав — юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕнче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]