Контент патне куҫ

Чăмка

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку ăнлава Чăмкăç тенипе пăтраштармалла мар
Podiceps cristatus

Чăмка ([1] (лат. Podiceps cristatus) ) - чăмка евĕрлисен йышне кĕрекен шыв çинчи вĕçен кайăксен тĕсĕ.

Вăрăм мăйлă, тӳрĕ те вăрăм сăмсаллă, кăвакалран пĕчĕкрехскер. Çурăмĕ тутăх-хĕрлĕ, хырăмĕ, мăйĕ тата пуçĕ шурă тĕслĕ. Çуркунне чăмка пуçĕнче «хăлха» евĕрлĕ икĕ тĕксĕм тĕк пуххи пур, мăй тавра тутăх «çуха». Хĕлле вĕçен кайăксен çакнашкал капăрлăх çук.

Пĕтĕм Евразири (çурçĕрти çĕрсемсĕр пуçне), Австралири тата Çĕнĕ Зеландири пĕвесемпе кӳлĕсенче тĕл пулать. Африкăра та хăшпĕр çерте курма пулать.

Туй ирттернĕ чухне чăмка инçете каякан «куа», «круа» «корр» кăрлаттарать.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Бёме Р. Л., Флинт В. Е. Пятиязычный словарь названий животных. Птицы. Латынь, вырăс, акăлчан, нимĕç, франс / В. Е. Соколов академик редакципе. — М.: Рус. яз., «РУССО», 1994. — 2030 экз. — ISBN 5-200-00643-0

Архиври копи, 12 Ҫурла уйӑхӗн 2020 Wayback Machine çинче атегори:Хăрушсăрлăхри тĕссем