Чĕкеç (юрăç)
Курӑнакан калӑплав
Чĕкеç, — XIX ĕмерте пурăннă хĕр-пике юрăç. Сеххиме пекех пит палăрсах кайман.
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чĕкеçĕн те пĕр юрри çеç халăх асĕнче юлнă. «Хулăм укçи çирĕ пуçăма» ятлă вăл. Унăн юррин кашни йĕрки питĕ сăнарлă, унта калама çук пысăк асап, ирĕкшĕн ăнтăлни упранать.
Чĕкеç, ахăртнех, мĕн пĕчĕренех юрă ăсти пулнă пулас. Юрăç талантлă пулни тӳрех паллă. Чĕкеçĕн юррине Валем Ахун 1952 çулта Тутарстанăн Пăва районĕнчи Альших ялĕнче М. В. Зайцевран çырса илнĕ. Чĕкеç хăй те çак ялтах çуралса ӳснĕ. Анчах ăна çав усал Этремена хăш яла качча пани паллă мар.
Унăн юррине «Палнай» кĕнекере пĕрремĕш хут пичетленĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996, ISBN 5-7670-0869-X.