Чĕлхесене чĕрĕлтерни
Чĕлхесене чĕрĕлтерни — чĕлхесене чĕртни, чĕртсе тăратни, урăхла ăна ревитализаци теççĕ. Çавăн пекех сăнарлăн, медицина терминĕпе усă курса, "реанимаци" темешкĕн те май пур. Ку процесăн çакăн пек пайрăмсем пулма пултараççĕ:
- пачах та пĕтнĕ (вилнĕ) чĕлхене çĕнĕрен чĕртсе тăратни;
- пĕтсе-йăшса пыракан чĕлхене çĕнĕ сулăм парса малалла аталантарни;
- чĕлхен уйрăм регионсенчи, вырăнсенчи (ялсенчи, хуласенчи т.ыт.те) тăрăмĕсене лайăхлатни е, сÿнсех ларнă пулсан, çĕнĕрен чĕртни.
Тĕслĕхсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пĕтнĕ (вилнĕ) чĕлхене çĕнĕрен чĕртсе тăратни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кун пек чи паллă тĕслĕх — еврейсем хăйсен авалхи чĕлхине — иврита — чĕртсе тăратни[1].
Пĕтсе-йăшса пыракан чĕлхене çĕнĕ сулăм парса малалла аталантарни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Аслă Британире Уэльс чĕлхине епле çĕнĕ сывлăш кĕртни тĕлĕшпе Алос И Фонт Эктор çырнă статья пур[2].
Чĕлхен уйрăм регионсенчи тăрăмĕсене лайăхлатасси
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мĕн пирки-ха кунта сăмах пырать? Акă, Чăваш республикинчи историлле чăваш ялĕсенче халлĕхе чăвашлах калаçаççĕ-ха. Анчах та хашпĕр ялсенче, сăмахран чылай район центрĕсенче, 1950-мĕш çулсенчен пуçласа, вырăслăха çиеле тухмалли майсем вăйланнă. Çавна май чăваш чĕлхи самаях йăшнă. Çапла вара унта чăваш чĕлхине ревитализацилес, чĕртсе тăратас ыйту тăрать. Вăт çакна пĕр тĕслĕх тейĕпĕр.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Мурадова А. Р. КАК ИСЧЕЗАЮТ ЯЗЫКИ И КАК ИХ ВОЗРОЖДАЮТ. // Языковое разнообразие в киберпространстве: российский и зарубежный опыт. - М., 2008. - С. 70-75
- Замятин К., Пасанен А., Саарикиви Я. Как и зачем сохранять языки России. Хельсинки, Vammalan Kirjapaino Oy, Vammala 2012, ISBN 978-952-93-0408-0 (PDF), 181 стр.
- Zuckermann, Ghil'ad (Цукерман, Гилад) & Walsh, Michael, "'Our Ancestors Are Happy!': Revivalistics in the Service of Indigenous Wellbeing", Foundation for Endangered Languages XVIII: 113-119, 2014.
- Азимов Э. Г. , Щукин А. Н. Словарь методических терминов. Страницăсен шучĕ: 472, Кăларнă çул: 1999, Кăларавăш: Златоуст.
- Азимов Э. Г. , Щукин А. Н. Новый словарь методических терминов и понятий (теория и практика обучения языкам). — М.: Издательство ИКАР. 2009.
- Zuckermann, Ghil‘ad (Цукерман, Гилад) (2020). Revivalistics: From the Genesis of Israeli to Language Reclamation in Australia and Beyond, Oxford University Press. ISBN 9780199812790 / ISBN 9780199812776
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Джак Фелман. Элиэзер Бен-Йехуда: возрождение иврита в 20 веке. — Источник: Журнал «Ариэль», Октябрь 1997
- ^ Алос И Фонт Эктор. СОЦИАЛЬНОЕ ВОЗРОЖДЕНИЕ ВАЛЛИЙСКОГО ЯЗЫКА. — Журнал Вестник Чувашского университета 2012 №2
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку лингвистика пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |