Чĕрĕп йышшисем
Курӑнакан калӑплав
Чĕрĕп йышшисем – ку чĕрчунсем хурт-кăпшанкăпа тăранса пурнаççĕ. Кĕлетки йĕпсемпе витĕннĕ. Вĕсемпе вăл тăшмансенчен сыхланать. Чĕрĕп йышши чĕрчунсен урисем кĕске, хӳри кăшт кăна палăрать, сăмси хоботпа вĕçленет, каскăч шăлсем лайăх аталаннă. Çĕр çинче чĕрĕп йышне кĕрекен 15 чĕрчун пурăнать. Пирĕн тăрăхра ахаль чĕрĕп кăна тĕл пулать.