Ахаль чĕрĕп

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ахаль чĕрĕп
Ӳкерчĕк:Erinaceus map.JPG
Ахаль чĕрĕп ареалĕ

Чĕрĕп - хурт-кăпшанкă çиекеннисенчен чи пысăкки. Унăн тăршшĕ 30 санитиметра çитет. Йывăрăшĕ 800 грамм таран пулать. Йĕпписем хура е хăмăр тĕслĕ пулаççĕ, вĕçĕсем шурă. Тăшмансенчен çăмхаланса, йĕпписене тăратса сыхланать. Куçĕ начар курать. Çывăхра хăрăшлăх пуррине хăлхипе илтет е сисĕмлĕ сăмсипе туять. Ятарласа тунă йăви çук чĕрĕпĕн. Çăмха евĕр чăмăртанса çĕр çинчех çывăрать. Çанталăк кĕр енне кайсан чĕрĕпсем апат нумай çиме тытăнаççĕ, хĕл валли çу хураççĕ. Юр çăвас умĕн йăвана кĕрсе çывăрма выртаççĕ. Чĕрĕп ами çуркунне 5-6 аçаран пĕрне - чи вăйлине суйласа илет. 7 эрнерен 5-7 çура çăвăрлать. Икĕ эрнерен чĕрĕп çурисен кĕлетки пĕтĕмпех хытă та шĕвĕр йĕпсемпе хупланать. Куçĕ курма, шăлĕсем шăтма тытăнаççĕ. Амăшĕ çурасене пĕр уйăх хушши сĕтпе тăрантарать, кайран чĕрĕ апат çиме вĕрентет. Кĕркунне çурсем уйрăммăн пурăнма, çулталăкран ĕрчеме тытăнаççĕ. Чĕрĕпĕн тăшманĕсем сахал мар. Сăвăссем йĕп хушшине кĕрсе юнне ĕмеççĕ. Ӳхĕсемпе тăманасем тапăнаççĕ. Тилĕсемпе пурăшсем çăмхаланнă чĕрĕпе çурăм çине çавăрса хурса йĕпсем айне пытанма пуларайман урисене çиме тытăнаççĕ. Çынна чĕрĕп часах хăнăхать, анчах, килте рацион чухăн пирки, хăвăртах вилет.