Чага (кăмпа)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Хурăн кăмпи е Чага (лат. Inonotus obliquus) — базидиомицетсен уйрăмне кĕрекен Инонотус (Inonotus) ăратĕнчи кăмпасен тĕсĕ.

Тăтăшах хурăн çинче çитĕнет, çавăнпа та халăхра ăна «хуран кăмпи» тенĕ. Сайрарах урăх йывăçсене те — çирĕк, пилеш, бук, хурама, вĕрене — лекет. Чагăна медицинăра шыçмане хирĕçлĕ тата гастрита хирĕçле хатĕр вырăнĕнче усă кураççĕ, çаплах та курăк чейĕ евĕр вĕретсе ĕçеççĕ.

Хурăн вулли çинче çитĕнекен ĕскер

Медицинăра тата косметикăра усă курни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Раççейĕн вăтам тăрăхĕнче çĕр ĕçтешĕсем чагăна вĕри шывра ирĕлтерсе сипленме усă курнă: кĕлеткене çунă, çăвара чӳхенĕ. XVIII ĕмĕрте сăнанипе, çĕпĕрти хантсем чагăна шыва ярса çăвăннă та. Çакна тума хантсем чагăна хĕрлĕне çитичен ăшаланă, хыççăн вĕри шыва ярса хуралса кайиччен пăтраштарнă.[1] Халĕ те унран тĕрлĕ косметика хатĕрне тăваççĕ[2].

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Филиппова И. А. Берёзовые целебные грибы. Эффективное лечение онкологии, диабета, гинекологии… — М.: Центрполиграф, 2015. — С. 29, 30. — 125 с. — (Грибы-целители). — ISBN 978-5-227-05862-1.
  2. ^ Филиппова И. А. Берёзовые целебные грибы. Эффективное лечение онкологии, диабета, гинекологии… — М.: Центрполиграф, 2015. — С. 91—95. — 125 с. — (Грибы-целители). — ISBN 978-5-227-05862-1.

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]