Вĕрене
Вĕрене | ||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Пылак вĕренен çулçисем | ||||||||||||
Ăслăх классификацийĕ | ||||||||||||
|
||||||||||||
Латинла çырни | ||||||||||||
Acer L. | ||||||||||||
Тĕссем | ||||||||||||
Ареал | ||||||||||||
|
Вĕрене (лат. Ácer) — Европăра, Азире тата Çурçĕр Америкăра ӳсекен йывăç.
Морфологи[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Вĕрене 10-40 метр çӳллĕше çити ӳсме пултарать. Вуллин диаметăрĕ пĕр метра çити сарaлать. Çаплах 5-10 м çӳллĕшлĕ тĕмĕллĕ верене те çутçанталăкра пулать. Вĕрене сулхaнран, сивĕрен хăрамасть.
Сарăлни[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Вĕрене хутăш варманта хурăнпа, ăвăспа, юманпа, çирĕкпе юнашар ӳсме юратать. Унăн çулçи сарлака, вулли таса та яка.
Вĕренене парксенче, кyлĕсемпе пĕвесем хĕррине лартаççĕ. Вăл уйрăмах кĕркунне хăйне евĕр илемлĕ. Çулçисем тĕксĕм хĕрлĕ е ылтăн тĕслĕ. Хитре пулнăшăнах вĕрене çулçине хваттере илсе килетĕн те кăкшăма лартать.
Тĕсĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Çĕр çинче 150 яхăн тăрлă вĕрене. Пирĕн çĕршывра вĕренен 29 тĕрлĕ тĕсĕ тымар янă. Пирĕн енче тăватă тĕслĕ вĕрене сарaлнă: шĕвĕр çулçăлли (Acer platanoides L.), уй (Acer campestre L.), тутар (Acer tataricum L.) тата суя платан (Acer pseudoplatanus L.) вĕрени. Вĕсенчен пĕр кăна — шĕвĕр çулли тĕсĕ — çурçĕрелле, 62° çитичченех тымар ярать.
Тутар вĕрени[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пылак вĕрени[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Acer saccharum Marshall — çак вĕрене çулçи ĕнтĕ Канадăн символĕ шутланать, ăна патшалăх ялавĕ çине вырнаçтарнă. Унран пылак кăлараççĕ.
Урăх тĕсĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Парксенче хăш чухне çурçĕр американ тĕсĕсене лартаççĕ:
- Acer pensylvanicum L. — йăрăм хупăллă,
- американ вĕрени (Acer negundo L.) — ула çулçăллă, Раççей территоринче сарăлнă,
- кĕмĕл вĕрене (Acer saccharinum L.)— çӳллĕ вулаллă йывăç
- хĕрлĕ вĕрене (Acer rubrum L.),
Классификаци[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Вĕренен çак тĕсĕсем пур:
Вĕрене этеплĕхре[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Усă курни[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Галерейă[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Вĕрене парксенче,кӳлĕсемпе пĕвесем хĕррине лартаççĕ.
-
Шĕвĕр çулçăллă вĕрене
-
Шурă вĕрене çулçисем
-
Шĕвĕр çулçăллă вĕрене çуркунне. Мускав, Кăнтăр Бутово, ака, 29 - 2008.
-
Шĕвĕр çулçаллă вĕрене кĕркунне
-
Японири вĕренепе бамбук çăтлăхĕ
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Жилин С. Г. Семейство кленовые (Aceraceae) // Жизнь растений: в 6 тт. Т. 5. Ч. 2. Цветковые растения / под ред. А. Л. Тахтаджяна. — М.: Просвещение, 1981. — С. 264—266.
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Вĕрене: информаци GRIN сайтĕнче(акăлч.)(2009 çулхи Авӑн уйӑхӗн 15-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- «Ацер» статья, ЭСБЕ
- Вĕрене çемйи Архивленĕ 1 Нарӑс уйӑхӗн 2009 çулта. («Ӳсен- тăран кун-çулĕ»)
- Вĕрене тĕсĕсем Китайра Архивленĕ 25 Авӑн уйӑхӗн 2006 çулта.
- Вĕрене тĕслĕлĕхĕ
- UVSC Гербари — Вĕренесем Архивленĕ 29 Авӑн уйӑхӗн 2006 çулта.
- америка тĕсĕсене танлаштарни Архивленĕ 13 Чӳк уйӑхӗн 2006 çулта. bioimages.vanderbilt.edu сайтĕнче