Чекушкин Владимир Иванович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Чекушкин Владимир Иванович
Çуралнă вăхăт: 1936, утă, 21
Çуралнă вырăн: Нăрваш Шăхаль ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш АССР
Патшалăх:

ССРП РФ

Ăслăх сфери: философи
Ĕç вырăнĕ: Чăваш патшалăх университечĕ
Ăсчах степенĕ: философи ăслăхĕсен тухтăрĕ
Альма-матер: Ленинградри профпĕрлешӳсен аслă шкулĕ
Чыславсемпе парнесем


Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи (1977)  • РСФСР тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи (1984)  • «Чăваш Республики умĕнчи тивĕçлĕх» орденĕн медалĕ  • Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш Комсомолĕн премийĕ (1984).

Владимир Иванови Чекушкин (21.7.1936, Нăрваш Шăхаль ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш АССР) — чăваш пĕрлĕх ĕçченĕ, философ, философи ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор (1986)[1].

Чăваш юррисене шăрантараканĕ тата тĕнче тăрăх сараканĕ. К. И. Чекушкина пиччĕшĕ.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1965 çулта Ленинградри профпĕрлешӳсен аслă шкулĕнче пĕлӳ илнĕ, 1972 çулта ССРП ĂА философи институтĕнче аспирантурăра вĕренсе тухнă.

Патăрьел районĕнче библиотекăра ертӳçи, районти комсомолăн пĕрремĕш секретарĕ пулса тăрăшнă. Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă.

1972 çултанпа Чăваш патшалăх университетĕнче вăйне хурать: аслă вĕрентӳçĕ, доцент. 1988–93 çулсенче философи кафедрине ертсе пынă, 1996–2001 çулсенче, 2006 çултанпа гуманитари факультечĕсен философи кафедрин ертӳçи. Тухтăр диссертацине 1996 çулта «Проблемы целостного развития личности в условиях реформирования общественных отношений» темăпа хӳтĕленĕ.

100 яхăн ăслăх тата публицистика ĕçĕсен, çав шутра 6 монографи авторĕ.

Чыслани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]