Контент патне куҫ

Чернов Ефрем Семёнович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ефре́м Семёнович Чернов (10 (22).5.1898, Изамбаево Чикмĕ уесĕ (халĕ Янăм ялĕ, Етĕрне районĕ, Чăваш Ен) — 29.4.1965, Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП) — патшалăх ĕçченĕ, çутĕç организаторĕ, Чăваш педагогика институчĕн пĕрремĕш директорĕ, Чăваш АССР çутĕç халкомĕ. Чăваш АССР аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçлевçи. Граждан вăрçине хутшăннăскер[1].

Чухăн хресчен килйышĕнче çуралнă[2]. 1906 - 1910 çулсенче Пошнарти вырăнти пуçламăш училищинче, 1910 - 1918 çулсенче — Чикмĕри гимназире пĕлӳ илнĕ.

  • Пиччĕшĕ — Григорий, 1933 çултанпа — «Смычка» артель (колхоз) (халĕ — СХПК «Трудовик», Етĕрне районĕ) председателĕ[3]).
  • Шăллĕ — Лука (12.10.1903 — 11.5.1942) — патшалăх ĕçченĕ, Чăваш АССР суту-илӳ халкомĕ (1934—1937), 1937—1938 çулсенче Чăваштивĕçпĕрлешĕвĕ правленин председателĕ ĕçне вăхăтлăха пурнăçланă. 1938 çулта репрессиленĕ. 1956 çулта реабилитациленĕ[4][5].

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]