Чернов Мефодий Фёдорович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Чернов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Мефодий Фёдорович Чернов
Çуралнă вăхăт: 1930, ака, 28
Çуралнă вырăн: Ункăпуç ялĕ, Шупашкар районĕ, ЧАССР
Вилнĕ вăхăт: 2007, кăрлач, 1
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Республики
Патшалăх:

ССРП РФ

Ăслăх сфери: Филологи
Ăсчах степенĕ: филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ
Альма-матер: И. Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ

Мефодий Фёдорович Чернов (28.4.1930, Ункăпуç ялĕ, Шупашкар районĕ, ЧАССР – 1.1.2007, Шупашкар, Чăваш Республики) — чăваш чĕлхине тĕпчекен, филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ (1958), профессор (1991). Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (1992).


Чăваш чĕлхин фразеологипе лексикологине, синтасисĕпе пунктуацине, лексикографине тĕпчекенĕ, фразеологи сăмахсарĕсен автăрĕ. Аслă пĕлӳ вĕренӳ пулăшу кĕнекин авторĕ[1][2].

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мефодий Фёдорович 1930 çулхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Ункăпуç ялĕнче çуралнă.

1952 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕн чăваш чĕлхипе литератури уйрăмĕнче, 1958 çулта вырăс чĕлхипе литератури уйрăмĕнче вĕренсе тухнă, унтах 1962 çулта аспирантурăна вĕçленĕ.

1953–59 çулсенче Шупашкар районĕнчи Ишаки вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, Хыркассинчи 7 çул вĕренмелли шкулта директор вырăнĕнче тăрăшнă.

1962-1973 çулсенче Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вăй хунă: аслă вĕрентӳçĕ. доцент. 1973 - 1988 çулсенче – чĕлхе пĕлĕвĕ уйрăмĕн ертӳçи, кайран - Чăваш ăслăх-тĕпчев институчĕн (халĕ Чăваш патшалăх гуманитари ăслăхĕсен институчĕ) аслă ăслăх вĕрентӳçи.

1988 çултанпа – Чăваш патшалăх педагогика институчĕн доценчĕ, профессорĕ, чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ертӳçи.

1998 - 2006 çулсенче – Чăваш патшалăх И. Н. Ульянов ячĕллĕ университечĕн чăваш чĕлхи пĕлĕвĕ кафедрин профессорĕ, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес методика кафедрин ертӳçи, чăваш чĕлхи тата тухăç пĕлĕвĕ кафедрин ертӳçи пулса ĕçленĕ.

1988 çулта тухтăр диссертацине - «Фразеология современного чувашского языка» - хӳтĕленĕ.

170 яхăн ăслăх статьйине хатĕрлесе кăларнă.

2007 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Шупашкарта ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.

Паллă ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • "Обособленные члены предложения в современном чувашском языке", Шупашкар, 1963.
  • "Фразеология современного чувашского языка", Шупашкар, 1985.
  • "Современный чувашский язык. Слово, фразеологизм и свободное сочетание слов", Шупашкар, 1988.
  • "Чувашские словари. Учебное пособие для студентов", Шупашкар, 1992.
  • "Лексика. Фразеология// Современный чувашский литературный язык. Т.1", Шупашкар, 1990, с. 97-224.

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Профессор, академик Мефодий Федорович Чернов : к 70-летию со дня рождения / сост. Л. П. Сергеев, А. П. Данилов. – Чебоксары, 2000. – 92 с.
  • Андреев, В. Эпир пурте Ашмарин йăхĕнчен... / В. Андреев // Хыпар. – 2000. – 28 ака.
  • Васильева, E. Ф. Чăвашсен паллă ăсчахĕ / E. Ф. Васильева // Тăван Атăл. – 2000. – № 4. – С. 67-68.
  • Горшкова, А. Пурне те кирлĕ словарь / А. Горшкова // Тăван Атăл. – 2004. – № 3. – С. 67-70.
  • Дегтярев, Г. Чĕлхе тĕпчевçи / Г. Дегтярев // Ялав. – 1990. – № 5. – С. 27.
  • Дегтярев, Г. Чĕлхе уçлăхне тĕпчекен / Г. Дегтярев // Ялав. – 2000. – № 4. – С. 80-81
  • Дегтярев, Г. Чĕлхе эрешĕсен сăмахсарĕ / Г. Дегтярев // Хыпар. – 2004. – 15 ака.
  • Денисова, Т.Тăван чĕлхене тĕплĕнрех вĕренме / Т. Денисова // Хыпар. – 2006. – 9 нарăс.
  • Eфимов, Ю. Чун пархатарĕ / Ю. Eфимов // Пионер сасси. – 1990. – 28 апр.
  • Петров, Н. Ĕçчен тĕпчевçĕ / Н. Петров // Тăван Атăл. – 1990. – № 4. – С. 72.
  • Сергеев, Л. Тăрăшуллă тĕпчевçĕ / Л. Сергеев // Ялав. – 1980. – № 5. – С. 31.
  • Чернов Мефодий Федорович // Чăваш чĕлхи тĕпчевçисем : биобиблиогр. указ. – Шупашкар, 2006. – С. 218-226.
  • Чернов, М. Ф. Ака та тунă, утă çулнă, вутă çурнă / М. Ф. Чернов ; Э. Фомин [калаçнă] // Хресчен сасси. – 2005. – 4 çу.
  • Чернов, М. Ф. Пурнăçăм – чăваш чĕлхи / М. Ф. Чернов ; Э. Фомин [калаçнă] // Тăван ен (Шупашкар р-нĕ). – 2005. – 27 ака.
  • Атлай, Л. Мефодий Федорович Чернов / Л. Атлай // Чуваш. гуманит. вестн. – 2007. – № 1. – С. 231-233 : фот.
  • Дегтярев, Г. А. Чернов Мефодий Федорович / Г. А. Дегтярев, Т. С. Сергеев // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 486.
  • Сергеев, Л. Видный чувашский языковед / Л. Сергеев // Совет. Чувашия. – 1990. – 28 апр.
  • Сергеев, Т. С. Чернов Мефодий Федорович / Т. С. Сергеев // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 461.
  • Чернов Мефодий Федорович // Ученые и сотрудники Чувашского государственного института гуманитарных наук : 1930–2005. – Чебоксары, 2005. – С. 168.
  • Чернов Мефодий Федорович // Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. – Чебоксары, 2005. – С. 386-387.
  • Чернов Мефодий Федорович // Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. – Чебоксары, 2010. – С. 447-448.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]