Чирикова Евгения Сергеевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Евгения Сергеевна Чирикова (1976 çулхи чӳк уйăхĕн 12, Мускав, СССР) — вырăс политикĕ, «Экологическая оборона Московской области»(«Экооборона») «Движения в защиту Химкинского леса» движени лидĕрĕ, тата Стратегия-31 оргкомитет членĕ, прдеприниматель, ООО "ЭЗОП" («Электроэнергетика и защита от помех»)тата ООО «Элнар-Сервис» [1] компанин ĕç тăвакан директорĕ, Раççей оппозицин Координаци Совечĕн членĕ. 2011 çулта США департамĕнчен " За храбрость" [2] наградине тивĕçлĕ пулнă. 2015 çултанпа çемйипе Эстонире пурăнать.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Евгения Чирикова 1976 çулхи чӳк уйăхĕн 12, Мускавра МИФИ ĕçлекен физика-математика кандидачĕ тата социаллă сферинче служащий çемьинче çуралнă

1994 çулта № 201 Зоя Космодемьянская ячĕллĕ шкулĕнче литературă класне пĕтернĕ. Ун хыççăн Мускав авиаци институтне вĕренме кĕнĕ.[3]

1999 вĕренӳ вăхăтĕнче инженер-программист пулса Ленин комсомол ячĕллĕ Автозаводра ĕçле пуçланă.

1990 çул веçĕнче Евгения упăшкипе тата ачисемпе Мускавран Химки хулине куçнă.

2000 çулта МАИре икĕ факультет пĕтернĕ: инженер( специальнăсчĕ " вĕçекен аппарат двигателĕсем) тата экономика факультечĕсем. Çав çултах "Инспро" компанинче консультант пулса ĕçленĕ, кайран вара компанин автоматизаци отделне йĕртсе пынă. Çулталăк вĕçĕнчен пуçласа «Разгуляй-Центр» холдингĕнче "автоматизация управленческого учета в холдинге" проектсен пуçлăхĕ пулса тăнă.

2002 çулта ООО «Бизнес-Новация» холдингра управлени системи тăвасси проектсен пуçлăхĕ. 2004 çултан ООО «ЭЗОП» («Электроэнергетика и защита от помех») компанинче ĕç тăвакан директорĕ.Çак компанине вĕсем Мизаил Матвеев упăшкипе йĕркеленнĕ. Кайран вĕсем тепĕр инженер-проектлă ООО «Элнар-Сервис» компани уçнă.

Евгения Халăх хуçалăх Академинче "магистр делового администрирования"[4] степень илсе веренсе тухнă (2005).

2006 çулта Химки вăрманĕнче уçăлса çӳренĕ чухне йывăçсем çинче паллăсем сăнанă. Çак паллăсемпе интересленсе,вăл интернетра вăрман витĕр çул сарасси çинчен Подмосковье пуçлăхĕн Борис Громов постановленине тупнă.[5] Евгения Чирикова пĕлтерӳсем пичетле пуçланă,общенственăçа çак çивĕч проблема пирки пĕлтернĕ. Вĕсем Химки вăрман хӳтĕлевçисем пулса тăнă.

Чириковăна «Экологическая оборона Московской области» («Экооборона») движенин халăх активисчĕ пек асăна пуçланă. 2009 çулта движенин лидерĕ пулса тăнă.

2009 çулта правительство пуçлăхĕ Владимир Путин Химки лесопаркне транспорт тата промышленность çĕрĕ тăвасси пирки распоряжени (№1642) кăларнă. Чирикова Дмитрий Медведев президента Путин правительствине отставкăна яма ыйтса, распоряженине çыру çырнă,

2009 çулта Евгения, 159 пин тенкĕ залог пуçтарса мэр Химок пулма кандидата тăнă. Ăна суйлавран кăларма та шутланă, пĕрех те вăл çĕнтереймен. Суйлавра Владимир Стрельченко çĕнтернĕ.

Пуш уйăхĕн 10-че 2010 ç. Чирикова "Путин должен уйти" обращенине ал пуснă, вăл "Путин 172-ФЗ законне пăхăнмас.Химки вăрманне транспорт çĕрĕ туса янă"-тесе калать.

2010 çулта Химки вăрманне "Шереметьево" аэпропорт енчен каса пуçласан, хӳтĕлевçĕсем баррикадăсем йĕркелеççĕ, техникăна иртсе кайма мишĕтлеççĕ. Анчах та утă уйăхĕн 23 -че вĕсем çине паллă мар çынсем тапăнаççĕ, çакăн хыççăн вĕсене ОМОН тытать.[6]

утă уйăхĕн 28 -че "Антифа" движени активисчĕсем Химик хулин администрацине чулсемпе пĕрсе стена çинче "Спаси русский лес" тесе çырса пĕтереççĕ

Химки пуçлăхĕсем Чириковăна айăплаççĕ, штрафлаççĕ.

2010 çулта "Россия, вперёд" движени йĕркеленĕ концеренцинче Евгенияна пĕтĕм регион организацисен координаци совĕчĕн пуçлăхĕ суйлаççĕ. Раштав уйăхĕнче çул Мускав-Санкт Петербург Химки вăрманĕ витĕр тунине пĕлсен, Чирикова "Эпир политикăлла кĕрешӳ пуçлапăр тата хальхи строя ылмаштарас тесе çине тăрапăр" ,- калать.[7]

Чирикова Раççейе килнĕ США вице-президенчĕпе Джозеф Байденпа тĕл пулать. Вĕсем трассăна тепĕр терлĕ тума пултарни çинчен калаçаççĕ. Каярах Байден Чириковăна США Госдепĕ "Паттăрлăхшĕн" награда парать.

Çу уйăхĕн 4-че 2011 ç. активистсем вăрмана касакан техникăна хирĕç лагерь лартаççĕ. 17-20 çĕрме уйăхĕнче Химик вăрманĕнче форум "Антиселигер" иртереççĕ. Унта Алексей Навальный, Станислав БелковскийАртемий Троицкий деятельсем хутшăнаççĕ.

2012 ç. Оппозицин Координаци совет суйлавĕнче 7 вырăн илет.2015 çулта Эстони çĕр-шывне пурăнма куçать. Хăй каланă тăрăх, вăл ачисене патшалăх енчен пулма пултаракан репрессисенчен сыхлашшăн.[8]

Наградăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çăварни уйăхĕнче 2011 çулта Джозеф Байден Чириковăна США Госдепĕ "Паттăрлă хĕрарăм" (анк.Woman of Courage Award) награда парать.

2011 ç. çут-çанталăка сыхланăс ĕçĕсемшĕн Голдман экологи премине (анк.Goldman Environmental Prize) тивĕçлĕ пулать. Кашни çулах чи вăйăмлă хĕрарăмсен рейтингне кĕрет.

2012 çулта «100 хальхи шухашлавçăсем» «The Foreign Policy» хаçат списокĕнче 70-мĕш вырăн илет .

Çăлкуçсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ http://www.lenta.ru/lib/14206632/
  2. ^ http://ria.ru/society/20110310/344552751.html
  3. ^ http://www.kasparov.ru/author.php?id=4C0F77B395973
  4. ^ http://www.svobodanews.ru/content/transcript/1380883.html 2009 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
  5. ^ http://www.kommersant.ru/doc.aspx?DocsID=1197253
  6. ^ http://www.svobodanews.ru/content/article/2107406.html 2011 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
  7. ^ http://eco.rian.ru/business/20101214/308536575.html
  8. ^ https://slon.ru/posts/50637 2015 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ.