Контент патне куҫ

Чо-Ла

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Чо-ла — тинӗс шайӗнчен 5420 метр ҫӳллӗшӗнче вырнаҫнӑ Непалти ту каҫҫи. Вӑл патшалӑхӑн Тухӑҫ регионне кӗрекен Сагарматха зонинчи Солукхумбу районӗнче вырнаҫнӑ. Ту каҫҫи тухӑҫ енчи Джонгла (4830 метр ҫӳллӗшӗнче) ялӗпе анӑҫ енчи Таньяк яла (4700 метр ҫӳллӗшӗнче) ҫыхӑнтарать.

Ту каҫҫи Кхумбу районӗнчи Гоке сукмакӗ ҫинче вырнаҫнӑ. Сукмак хӗвеланӑҫнелле Гоке кӳллисем патнелле тӑсӑлать, ҫула май Нгозумпа пӑрлӑхӗ урлӑ каҫать. Тухӑҫ енче сукмак Эверестри база лагерӗпе пӗрлештерет.

Ту каҫҫи урлӑ каҫма нумай вӑй кирлӗ, пӑрлӑх ҫинчи яка пӑр урлӑ иртме кача кирлӗ пулма пултарать. Пӑрлӑх хӗрри ҫирӗп мар.