Чăвашкино
Чăвашкино | |
тип | Патшалăх йĕркелĕвĕ |
---|---|
Никĕсленĕ çул | 1926 |
Вырнаçнă | Чăваш Республики, Шупашкар, Яковлев просп. 12а ç. |
Паллă çынсем | Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович |
Отраçлĕ | кинематограф |
Веб-сайчĕ | http://www.gatd.archives21.ru/ |
«Чăвашкино» — Чăваш Енĕн киностудийĕ.
Адресĕ: Чăваш Республики, Шупашкар, Яковлев проспекчĕ 12а.
Телефонсем: (8352)55-03-93, (8352)61-05-98.
Кунçулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1926 çулта пуçланса кайнă. Пуçарса яраканĕсем — Тани Юн (Бурашникова) тата И.С. Максимов-Кошкинский. 1926 çулта чăвашсен пĕрремĕш кинокартини «Атăл пăлхавçисем» ятпа тухнă. Кунсăр пуçне тата «Сарпике» (1927), «Хура юпа» (1927), «Ял (фильм)» (1928), «Апайка» (1929), «Киремет карти» (1930) тата темиçе документлă фильм ӳкернĕ.
1930 çулта «Чăвашкино» студие «Востоккинопа» пĕрлештереççĕ. 1931 çулта «Асту» ятлă тепĕр чăваш фильмне ӳкернĕ. Кун хыççăн тĕрлĕ сăлтава пула[ку мĕне пĕлтерет?] «Чăвашкино» хăйĕн ĕçне вĕçленĕ.
30-мĕш çулсен вĕçĕнче Иоаким Максимов-Кошкинские саккунсăр айăпласа репрессиленĕ, "Чăвашкино" тунă фильмсене пĕтерсе хунă.
1982 çулта Л.П. Трифонов «Кĕпер» видеофильм ӳкернĕ. Çакăн хыççăн «Чăвашкино» çĕнĕрен чĕрĕлнĕ теме пулать.
2007 çулта ПУ «Чăвашкино» тата РПУ «Чăваш Республикин технотронлă документацин патшалăх архивне» пĕрлештереççĕ. Туса хунă йĕркелев – Чăваш Республикин электронлă тата кинодокументацин патшалăх архивĕ «Чăвашкино» ĕçĕсене малалла тăсса пырать.
Халĕ кино ӳкерес енĕпе Н.В. Оринов, В.В. Иовлев, А.А. Тарасов, Н.В. Корсаков вăй хураççĕ.
2014-мĕш çулта 15-мĕш утă уйăхĕнче Чăваш Республикин киноматографистсен пĕрлешĕвĕ правленин черетлĕ пухăвĕ иртнĕ.
Киностудие çĕнĕрен пуçарса ярас пирки юпан 2016 çулхи 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци вулавăшĕнче мĕнпур чăвашсен «Асам» кинофестивалĕнче калаçнă.
Чӑваш Енре кинематографи ĕçне аталантарас тесен патшалӑх енчен пулӑшу кирлĕ, çавпа та чăваш киноӳнерне хӳтĕ паракан саккун йышӑнмалла[1]
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тимӗр Акташ: Правительство реорганизует госкиностудию «Чувашкино». Общественность беспокоится
- Виталий Родионов: Чӑваш киновӗ кирлех!
- Надежда Кириллова: «Чӑвашкино» ҫинчен шутласа…
- Халӑх: «Чӑвашкино» студине госархивпа пӗрлештерес тени сумлӑ студие пӗтерсе лартас тенипе тан (уҫӑ ҫыру)
- СПП ЧР: Обращение к Главе ЧР о создавшейся вокруг студии «Чувашкино» ситуации
- Культура: «Чӑвашкино» контенчӗн пахалӑхне лайӑхлатса ҫӗршыв тата тӗнче шайне тухасшӑн
- Культура: «Чӑвашкино» малашлӑхне Правительствӑра сӳтсе явнӑ
- Культура: «Чӑвашкино»-на мӗншӗн хупасшӑн пулни палӑрма пуҫланӑ
- «Чăвашкино» ĕнер - паян
- ВИЗУАЛИЗАЦИЯ СРЕДСТВАМИ КИНО ЭТНИЧЕСКОЙ КУЛЬТУРЫ ЧУВАШЕЙ 2010 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- Пĕтĕм чăвашсен «Асам» пĕрремĕш кинофестивалĕн программи 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- Чӑваш усламҫисене чӑваш киновӗ кирлӗ мар-шим?